АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç пенсийĕн страхлав пайĕ ÿсрĕ

08 апреля 2009 г.

Раççей Правительстви тĕнчери экономика кризисĕн условийĕнче пенсие, социаллă тÿлевсен виçине тапхăрпа хăпартса пырать.

Апрелĕн 1-мĕшĕнчен ĕç пенсийĕн страхлав пайĕ, федераллă çăмăллăхçăсен уйăхсерен паракан укçа тÿлевĕ тата соцпакет хакĕ ÿсрĕ. Акă, ватлăхпа, инвалидлăхпа, тăрантарса пурăнакана çухатнипе паракан ĕç пенсийĕн страхлав пайĕ 17,5 процент таран ÿснĕ. Паллах, укçа хушăмĕ кашнин тĕрлĕрен. Мĕншĕн тесен страхлав пайĕ стажран, шалуран, ĕç паракан уйрăм çыншăн Пенси фондне куçарнă страхлав тÿлевĕн виçинчен килет. Апрелĕн 1-мĕшĕнче ĕç пенсине индексациленипе вăл вăтамран 228 тенкĕ ÿснĕ, 3911 тенкĕпе танлашнă. Вĕсенчен ватлăхпа паракан пенси вăтамран 231,7 тенкĕ хăпарнă, инвалидлăхпа – 170,7, тăрантарса пурăнакана çухатнипе – 249,5 тенкĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсен, икĕ пенси илекенсен, вăтам виçе 336, 6 тенкĕ таран ÿснĕ. Районĕпе апрельтен пуçласа уйăхсерен пенси тÿлемелли тăкак 24,6 млн тенкĕ таран хăпарать.

Федераллă çăмăллăхçăсен соцпакет хакĕ уйăхра 615 тенкĕпе танлашать, çав шутра медицина пайĕ – 547 тенкĕ, транспорт пайĕ – 68 тенкĕ.

Январĕн 1-мĕшĕнчен çулталăксерен соцпакета хирĕçлесе заявлени çырассине пăрахăçланă. Тĕслĕхрен, иртнĕ çул çăмăллăхçă Пенси фондне соцпакета е унăн пайĕсене хирĕçлесе заявлени çырнă, кăçал тата ытти çулсенче укçан илме кăмăл тунă. Апла пулсан, кăçал тата ытти çул унăн заявлени çырмалла мар. Соцпакет вырăнне паракан укçана пенсипе пĕрле тÿлеççĕ. Анчах та, сăмахран, 2010 çулта çăмăллăхçăна сывлăхĕ хавшанипе пĕрмаях эмелсем кирлĕ пулаççĕ. Ун чухне вăл 2010 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕччен Пенси фондне, тĕслĕхрен, соцпакетăн медицина пайне кăна ыйтса заявлени çырать. 2011 çултан тата ун хыççăн вăл тÿлевсĕрех эмелсем тата транспорт пайĕшĕн укçа илĕ (тепĕр заявлени çыриччен).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика