08 апреля 2009 г.
Кризисра патшалăх ачаллă çемьесене, аслă ăру çыннисене тимлĕх уйăрма тăрăшать. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта учетра тăракан граждансене те манмасть, ĕçсĕрлĕхпе паракан пособие ÿстерчĕ. Апрельтен тытăнса ĕç пенсийĕн страхлав пайĕ те хăпарчĕ.
Январĕн 1-мĕшĕнчен ача-пăчан (детский) пур пуххине те индексациленĕ. Халĕ хыçалти числопа (январĕн 1-мĕшĕнчен) çĕнĕрен шутлав пуçланĕ –13 процент. Кун пирки саккун йышăнсан, ачаллă çемьесем пысăклатнă тÿлевпе пĕрле январь, февраль, март уйăхĕсемшĕн хушса панине илĕç. Саккун май уйăхĕн пуçламăшĕнче вăя кĕрĕ.
Патшалăх ача амăшĕсене, ачасене тимлĕх уйăрнипе иртнĕ çул Раççейĕпе, 2007 çулхипе танлаштарсан, 107,4 пин пепке ытларах çуратнă. Малашне те ку кăтарту ÿссе çеç пытăрччĕ.