АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Адреслă социаллă пулăшупа усă курма тăрăшăр

08 апреля 2009 г.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн кăçалхи мартăн 30-мĕшĕнчи 98" йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн 2009 çулта Раççей Федерацин Пенси фондĕнчен ватлăхпа инвалидлăхшăн паракан пенсие тивĕçнĕ ĕçлемен пенсионерсем адреслă социаллă пулăшупа усă курма пултараççĕ.

– Мĕн-ха вăл адреслă социаллă пулăшу;

– Вăл укçа-тенкĕпе çыхăннă. Адреслă социаллă пулăшупа çулталăкра пĕр хутчен усă курма пулать. Ăна пурнăçри йывăр лару-тăрăва пĕччен çĕнтерме пултарайманран кăна параççĕ: чир-чĕре, тĕрлĕ инкеке, çителĕксĕр пурнăçа тата ыттине пула.

– Камсем тивĕçме пултараççĕ;

– Малтанах палăртрăмăр ĕнтĕ, ватлăхпа инвалидлăхшăн паракан пенсие Раççей Федерацин Чăваш Республикинчи Пенси фончĕн уйрăмĕнчен илсе тăракан ĕçлемен пенсионерсем тивĕçеççĕ:

– Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе 350 тенкĕ кашнине ыйтса çырмасăрах, енчен те Чăваш Республикинчи РФ Пенси фончĕн районти уйрăмĕн ведомоçĕнче сирĕн хушамат пулсан.

– йывăр лару-тăрăва лекнĕ пенсионерсем пĕр хутчен паракан (единовременная) пулăшу укçине, Ваттисен тата Инвалидсен кунĕ ячĕсемпе адреслă социаллă пулăшу илееççĕ. Ку енĕпе вĕсен кирлĕ документсем пухса районти Пенси фончĕн уйрăмне е социаллă хÿтлĕх пайне кайма тивет. Документсен шутĕнче çаксем пулмалла (вулакана çăмăллăх кÿрес тесе вĕсен ятне вырăслах палăртатпăр, каçарăр):

заявление о предоставлении материальной помощи;

справка о составе семьи;

справка бюро медико-социальной экспертизы или ВТЭК об инвалидности (для инвалидов);

справка о размере пенсии;

справки о доходах, фактически полученных каждым членом семьи за последние 3 месяца, предшествующие месяцу подачи заявления;

документы, подтверждающие факт трудной жизненной ситуации (справка об ущербе, причиненном пожаром; товарные и кассовые чеки; квитанции; накладные; счета-фактуры или другие документы, подтверждающие произведенные и оплаченные пенсионером расходы).

Йывăр лару-тăрури пенсионерсен çемье тупăшĕ пурăнмалли виçерен пĕчĕк пулсан адреслă пулăшăва 500 тенкĕрен пуçласа 5 пин таран параççĕ, анчах та кирлĕ тата тăкакланнă виçерен 70 процентран пысăк мар. Палăртмалла, адреслă социаллă пулăшăвăн чи пысăк виçи 10 пинпе танлашать. Ку виçене вара ятарлă комисси палăртать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика