08 апреля 2009 г.
2008 çулта районта ар çыхăнăвĕ урлă ерекен чирсен шучĕ чылай пулнине палăртмалла. Сифилис чирĕпе чирлекенсем районта республикăри шайран 1,65 хут ытларах пулнă. Гонорейăпа чирлекенсем 23 çын, трихомонозпа – 26, ВИЧ инфекципе учетра тăракансем – 5 çын.
Сифилис чирĕпе Европăра 2000 çул каяллах чирленĕ. Малтанах ăна венери чирĕ тенĕ. (Венера – авалхи Рим халăхĕн юратупа хитрелĕх Турри). Ку чир вăраххăн аталанса пыракан, ерекен, пĕтĕм организма сиенлекен чир пулса тăрать. Чир ар çыхăнăвĕ урлă ерет, хăш-пĕр чух (уйрăмах ачасене) – япаласем урлă е чуп тунă чух та. Чирĕн малтанхи паллисем пĕр-икĕ уйăхран çеç ар паллисем çине тухма пултараççĕ, вĕсем çавракарах, ÿт сĕвĕннĕ е шăйрăлнă майлă пулаççĕ. Ăна "сифилис язви" теççĕ. Вăл сипленмесĕрех иртсе каять, ун вырăнне тĕксĕм тĕслĕ çĕвĕ е пăнчă юлать. Анчах та ку сифилис чирĕ иртсе кайнине пĕлтермест, чир вăрттăн тапхăра куçать. Асăннă тапхăрта çын чирленине юн анализĕ тăрăх çеç пĕлме пулать.
Чир ерни 3-4 уйăх иртсен сифилисăн иккĕмĕш тапхăрĕ пуçланать. Ку тапхăрта кĕлетке çине, ытларах чухне ар органĕсен таврашне, хăш-пĕр чухне алă-ура тупанĕсем çине хĕрлĕ пăнчăсем е пÿрлешкесем тухса тулаççĕ, ыратмаççĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн сипленмесĕрех вĕсем пĕтеççĕ, каллех чир вăрттăн тапхăра куçать.
Сипленмесен 3-5 çултан чирĕн виççĕмĕш тапхăрĕ пуçланать. Асăннă тапхăрта сифилис пĕтĕм организма чирлеттерет, сипленмесен инвалида кăларать, вилĕм патне илсе çитерет.
Сифилиспа чирлĕ хĕрарăм йывăр çын пулсан чир пулас ачи çине те куçать. Кун пек чух пепке çураличченех вилет е йывăр чирлĕ çуралать. Çавăнпа та йывăр çыннăн çийĕнчех хĕрарăмсен консультацине кайса тĕрĕсленмелле. Вăхăтра сипленсен сифилиспа чирлĕ хĕрарăм та сывă ача çуратма пултарать. Йывăр çын пуличченех харпăрхи сывлăхне тĕрĕслесе пăхни татах та авантарах.
Хальхи вăхăтра ар çыхăнăвĕ урлă 20 ытла чир ертме пулать. Çавăнпа питĕ асăрхануллă пулмалла. Кампа май килнĕ унпа ар çыхăнăвне хутшăнмалла мар. Çавăн пекех, пĕлмелле, презервативпа усă курни те чир ерес хăрушлăха чылай чакарать.