АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимлĕ пул, водитель!

11 апреля 2009 г.

Тимлĕ пул, водитель!

Апрелĕн 9-мĕшĕнче Атнарти Культура çуртĕнче районти водительсен пухăвĕ иртрĕ. Унта район пуçлăхĕн çумĕ, райадминистрацин обществăлла инфратытăм аталанăвĕн тата пурăнмалли кил-çуртпа коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ И.Л.Хораськин, районти ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ Ю.Г. Ербулаткин, Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин ГИБДД управленийĕн регионсем хушшинчи техника тĕрĕслевĕпе регистраци уйрăмĕн начальникĕ В.С.Каршонов хутшăнчĕç.

2008 çулта районта пурĕ 70 çул-йĕр аварине регистрациленĕ. Вĕсем ытларах "Сура" автоçул çинче пулнине палăртмалла. Вĕсенче водительсен те, çуран çÿрекенсен те айăпĕ пур. Çавăн пекех иртнĕ çулта ГИБДД ĕçченĕсем 1220 водителе хăвăртлăха ÿстернĕшĕн тытса чарнă. Пĕлтĕр райбольницăна медицина тĕрĕслевне 74 водителе илсе пынă пулсан, шел те, вĕсенчен 32-шĕ чăннипех руль умне ÿсĕр ларни палăрнă.

2008 çулхи республикăри тата районти çул-йĕр çинчи лару-тăрăва тишкернĕ тата çул çинчи инкексене сирессишĕн кĕрешесси, çынсен пурнăçĕпе сывлăхне упраса хăварасси пирки чылаййăн тухса калаçнă хыççăн çул-йĕр правилисене тăтăшах çирĕп пăхăнакан, руль умĕнче нихăçан та ÿсĕр çÿремен, хăвăртлăха ÿстермен, ыттисене ырă тĕслĕх кăтартакан водительсемшĕн савăнăçлă самант çитрĕ. Вĕсене аварисĕр çÿренĕшĕн тата çул çинчи хăрушсăрлăха пропагандăланăшăн хавхалантарчĕç. Акă, республикăри ГИБДД управленийĕн Хисеп грамотипе парнине çаксем тивĕçме пултарчĕç: район пуçлăхĕн çумĕ, çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн енĕпе ĕçлекен районти комиссин председателĕ И.Л.Хораськин, "Хĕрлĕ Чутайри электричество сечĕсем" предприятин водителĕ Николай Михайлович Судаков, "Нива" ЯХПК-н тĕп инженерĕ Юрий Гаврилович Воронов, "Путь Ильича" колхозра тăрăшакан Анатолий Михайлович Емельянов.

Райадминистрацин Хисеп хутне тата парнине вара çак водительсем илчĕç: Вячеслав Корнилович Архипов ("Резон" ХАО), Валерий Михайлович Барышников (районти "Волгателеком" электроçыхăну уйрăмĕ), Владимир Александрович Горбунов (предприниматель), Владимир Ильич Железнов (Атнар ял тăрăхĕн пушар посчĕ), Андрей Николаевич Ивантаев (райпо), Василий Васильевич Илларионов ("Нива" ЯХПК), Николай Васильевич Исправников (район хаçачĕн редакцийĕ), Андрей Иванович Селянкин ("Чувашсетьгаз" УАО-н "Моргаушимежрайгаз" филиалĕн районти газ участокĕ), Владимир Николаевич Судаков (ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа кану центрĕ) тата Юрий Сергеевич Федоров ("Гидравлика" УАО).

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика