15 апреля 2009 г.
Иртнĕ эрнере Элĕк районĕнче çамрăксемпе ĕçлекен специалистсен республикăри канашлăвĕ пулнă. Унăн ĕçне Вĕрентÿ министерствин çамрăксен политикин управленийĕн начальникĕ О.Ефремова, «Чăваш Ен» фончĕн вице-президенчĕ М.Федотов, «Вымпелком» УАО ĕçченĕ О.Кузьмина, çамрăксемпе ĕçлекен специалистсем, «Яла çĕнетни – çамрăксемшĕн тăрăшни» конкурсăн представителĕсем хутшăннă.
Канашлура «Яла çĕнетни – çамрăксемшĕн тăрăшни» инновациллĕ проектăн республикăри конкурсне хутшăннисем хăйсен проект ĕçĕсене хÿтĕленĕ. Калас пулать, ку ăмăртăвăн тĕп тĕллевĕ – обществăлла юхăмсен, учрежденисемпе организацисен çамрăксен пуçарулăхне пулăшассипе социаллă пĕлтерĕшлĕ чи лайăх проекчĕсене тупса палăртасси. Конкурса виçĕ номинаципе: «Ял çамрăкĕ – общество тата культура», «Ял çамрăкĕ – сывă пурнăç йĕрки, спортпа кану», «Ял çамрăкĕ – пирус тĕтĕмĕсĕр!» хакланă.
«Ял çамрăкĕ – пирус тĕтĕмĕсĕр» номинацие тăратнă 16 ĕç хушшинче Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕн проекчĕ чи лайăххи тесе йышăннă, ăна Социаллă тата культурăллă программăсен пулăшăвĕн фончĕн компьютерне парнеленĕ.