АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Таврара тирпей-илем хуçалантăр

18 апреля 2009 г.

Çĕр пичĕ юртан тасалчĕ ĕнтĕ. Çавна май пĕтĕм тасамарлăх çиеле тухрĕ. Эрех-сăран пушă кĕленчисем, пластик савăт, пирус пачкисем, целлофан пакет... Çак ăпăр-тапăра пĕтĕмпех хĕл каçа пăрахса тултарнă вĕт. Вĕсене юр хупланă та тасамарлăх питех курăнман. Халĕ вара веçех куç умĕнче. Ял урамĕсемпе утса пынă чух хăш çемьен çурчĕ умĕнче тирпейсĕррине тÿрех асăрхатăн. Предприятисемпе организацисем пирки те çавнах каламалла.

Акă, ĕнер районĕпех тавралăха çÿп-çапран тирпейлес тĕлĕшпе субботник иртрĕ. Ял тăрăхĕсенчи чылай организаципе предприяти коллективĕсем унта активлă хутшăнчĕç. Анчах пĕр кун хушшинчех тап-таса тума çук вĕт-ха. Çакна тĕпе хурса харпăр хăй территорине час-часах тирпейлесе тăрасчĕ. Иртен-çÿрен кашни çыннăн та яваплăха туясчĕ, çÿп-çапа ăна валли уйăрнă ятарлă ещĕксене кăна пăрахасчĕ. Район центрĕнчи урамсене коммуналлă хуçалăх ĕçченĕсем тасатса парасса шанса лармалла мар, хамăрăн тирпейлĕрех пулмалла. Ют районтан е ытти çĕртен килнĕ хăнасем пире, чутайсене, тирпей-илем тĕлĕшĕнчен япăхпа мар, яланах ырăпа асăнччăр. Çакă пĕтĕмпех пиртен кашнинчен килет. Акă, Чăваш Ен Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă хăйĕн пĕр Çырăвĕнче çапла палăртнăччĕ: "Тасалăхпа йĕрке, ытларах чухне, укçа-тенкĕ пуррипе çуккинчен мар, çын хăйне хисеплеме пĕлнинчен килет".

Аслисен хăйсен тĕпренчĕкĕсене те ăпăр-тапăра ятарлă вырăна кăна пăрахма юрани пирки асăрхаттармалла, хăйсен те вĕсене ырă тĕслĕх кăтартмалла. Кашни яваплăха туйсан кăна эпир таврара тирпей-илем хуçаланнине курăпăр.

Умра – Мăн кун эрни. Асаттесемпе асаннесем, кукаçисемпе кукамайсем, аттесемпе аннесем тата ытти тăван канлĕх тупнă таса та сăваплă вырăна йĕркене кĕртесси пирки те манас марччĕ. Çакă эпир вĕсене хисепленине пĕлтерет. Çулталăкра пĕрре, Ваттисен кунĕнче кăна, тирпейлени çителĕксĕр. Тăвансен вил тăприйĕсене пăхкаласа тăрсан аван пулмалла.

Çакна та калас килет. Юлашки çулсенче тирпейленĕ вăхăтра типĕ курăка чĕртсе янипе темиçе пушар та тухнăччĕ. Масарсенче те картасене, йывăç хĕрессене вут-çулăм ярса илни пĕрре кăна пулмарĕ. Акă, патшалăх пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕн начальникĕ А.Михатайкин пĕлтернĕ тăрăх, кăçал та çак кунсенче типĕ курăк çуннă 3 тĕслĕх пулнă. Пĕри – Присурски лесничествин вăрманĕ çывăхĕнче, тепри – Серенкассинче "Путь Ильича" колхозăн кивĕ кантурĕ патĕнче, виççĕмĕшĕ – Утаркасси уйĕнче. Çавăнпа та пурне те тимлĕ пулма асăрхаттарас килет. Типĕ курăк тăрăх кайса вут-çулăм пурăнмалли çуртсемпе хуралтăсене ярса илес хăрушлăх пысăк. Инкек пуласран пурин те асăрханасчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика