АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп ыйту – халăх пурнăçĕ, çын шăпи

18 апреля 2009 г.

"Раççей Федерацийĕнчи вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли тĕп принципсем çинчен" саккун пурнăçа кĕнĕренпе виçĕ çул иртрĕ. Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнче çак тапхăрти лару-тăру мĕнлерех-ши;

Ку ыйту çине хуравланă май, чи малтан çакна каласшăн – вырăнти влаç тытăмĕшĕн ку саккун питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Асăннă саккун вăя кĕнĕ хыççăн ял тăрăхĕсен полномочийĕсем ÿсрĕç: вăхăта тăсса ямасăр яваплăхпа тивĕç туйăмне аталантарма тиврĕ, ырана хăвармасăр паян пурнăçламалли ĕçсен калăпăшĕ самаях нумайланчĕ...

Виçĕ çулхи кăтартусене тишкернĕ май çакна каламалла: ял тăрăхĕн администрацийĕ депутатсемпе пĕрле çынсен кулленхи ыйтăвĕсене татса пама пулăшас, вырăнти пурнăçа йĕркелесе пырас тĕлĕшпе сахал мар ĕçсем туса ирттерет. Çак тапхăрта наци проекчĕсене пурнăçланă, çуртсене юсанă, çул-йĕр тунă тата ытти ыйтусене май килнĕ таран татса панă тĕслĕхсем çук мар. Чутай таврашĕнчи ялсен пуласлăхĕ пур тесе çирĕппĕнех калама пулать.

Ялсенче çурт-йĕр тăвакансем, картиш-хуралтăсене çĕнетсе тăракансем чылай-ха. "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, уйрăм çемьесем хушма хуçалăха çирĕплетме ăратлă выльăх-чĕрлĕх тата тĕрлĕ ял хуçалăх техники туянчĕç. Виçĕм çулпа пĕлтĕр кăна патшалăх пулăшăвне 380 çын 52 миллион та 117 пин тенкĕ таран çăмăллатнă кредит илчĕç. Паянхи кун хăш-пĕр çемьесем 3-4 ĕне тытаççĕ. Çакăн пек тăрăшуллă та ĕçчен çемьесен йышне Хĕрлĕ Чутайри Юбилейнăй урамра пурăнакан Ефимовсене, Хохловсене, Октябрьски урамĕнчи Ярайкинсене, Анат Чутайри Кораковсене, Туктамăшри Капитоновсене, Тумликассинчи Швешкеевсене тата ыттисене те кĕртмелле. Калас пулать, кун пек çемьесен йышĕ çултан-çул ÿссех пырать.

Ял тăрăхĕн администрацийĕ хăйĕн ĕçĕсене халăхпа канашласа тума тăрăшать. Кулленхи ĕçре пире депутатсем, ял старостисем, ĕç ветеранĕсем пулăшса пыраççĕ. З.М.Самылкина, П.Г.Мазуркин, В.С.Калистратов, В.И.Немешкин, К.К.Аргандейкин, Ф.Л.Белов ветерансем йĕркелĕхпе тасалăхшăн тăрăшаççĕ. Депутатсем хушшинче хастаррисем те чылай. Шăпах вĕсем тăрăшнипе, хускатса-хистесе пынипе пирĕн хушăра ăнланулăх туйăмĕ вăйланса пырать. Акă, С.Е. Баринов депутат тăрăшнипе Енкĕлт ял историйĕн музейĕ йĕркеленме пуçларĕ. Паянхи кун вăл çак ĕçе вĕçне çитерес тесе ларма-тăма пĕлмесĕр архив материалĕсемпе тимлет, экспонатсем шыраса чылай çĕре çитет. Çавăн пекех ял тăрăхĕн администрацийĕ уйрăм предпринимательсемпе, Чутайра çуралса ÿссе çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче тĕпленнĕ çынсемпе те çыхăнăва çирĕплетме тăрăшать.Вĕсем хăйсен ĕçне аталантарса пынипе пĕрлех меценат юхăмне те хастар хутшăнма майсем шыраççĕ. Сăмахран, Шупашкарта пурăнакан пирĕн ентеш А.Ю.Иваницкий Анат Чутай масарĕ çинче ятарлă ритуал вырăнĕ тума укçа-тенкĕпе пулăшрĕ. Ырă сăмаха "Резон" предприятин ертÿçи В.В.Почейкин та тивĕçлĕ, вăл та ял тăрăхне тĕрлĕ енлĕ пулăшу пама тăрăшать. Анат Чутайăн пултаруллă çыннисен хастарлăхĕ çăва патне хытарнă çул тума та çитессе шанас килет.

Палăртнă тĕллевсене пурнăçлас тесен пирĕн ял тăрăхĕн бюджечĕн тупăш пайне ÿстерсе пымалла. Бюджетри укçа-тенкĕ пĕтĕмпех урамсене тирпей-илем кÿме, нумай хваттерлĕ çуртсене тытса тăма каять...

Иртнĕ эрнере Куславкка хулинче иртнĕ муниципалитетсен пĕрлешĕвĕсен Канашĕн виççĕмĕш съездĕнче йышăннă резолюцийĕ ял тăрăхĕсен ĕçне тата çÿлерех шая çĕклеме, пуçарулăхпа хастарлăха ÿстерме чĕнсе калать. Апла пулсан, пирĕн депутатсемпе пĕрле пĕр тĕллев лартса умри йывăрлăхсене хăюллăнах çĕнтерсе улшăнусем тумалла.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика