18 апреля 2009 г.
Шĕмшеш ялĕнче пурăнакан Леонид Николаевич Тверсковшăн кăçалхи çуркунне ĕмĕр асра юлмалли кунсемпе паллă. Мартăн 6-мĕшĕнче мăшăрĕпе, Елизавета Ефимовнапа, пĕрлешсе çемье çавăрнăранпа 55 çул çитрĕ. Апрелĕн 20-мĕшĕнче вара хăй 80 çул тултарнине паллă тăвать.
Çак тапхăрта Сăр шывĕ сахал мар юхнă – мăшăр ăшшине те, сиввине те тÿссе ирттернĕ, хура-шурне те самаях курнă. Çапах пуçа усман, малаллах талпăннă. Аслă та çутă çĕнĕ пÿрт çĕкленĕ, сад пахчи лартса чĕртнĕ, ача-пăча çуратса кашнинех пурнăç çулĕ çине кăларнă.
...Леонид 1929 çулта Шĕмшешри хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕ, Николай Степанович, Этмен тăрăхĕнчи "Мотор" колхозра ĕçленĕ. Анчах вăл, хаяр вăрçă пуçланнă çул, сарăмсăр вилĕмпе пурнăçран яланлăхах уйрăлса кайнă. Амăшĕ, Ксения Мироновна, çичĕ ача çуратнăскер, килте ултă ачапа тăрса юлать. Николай ятлă ывăлĕ çын шутне кĕнĕ пулнă ĕнтĕ – Хватукасси шкулĕнче ачасене вĕрентсе пурăннă. 1939 çулта ăна Хĕрлĕ Çар ретне илнĕ. Вăрçă пуçланнă çулах унăн пурнăçĕ татăлнă. Сергей пиччĕшĕ те 1941 çултах фронтра пуçне хуни çинчен киле хура хут килнĕ.
– Паллах, ун чухне тылра та пурнăç питĕ йывăрччĕ, – аса илет иртнине Леонид Николаевич. – Тăхăнма тум-тир, çиме апат-çимĕç пулман. Колхоз уйне çĕрĕк çĕр улми пухма çÿреттĕмĕр. Малиновка вăрманĕнче кăчкă пуçтараттăмăр.
Хаяр вăрçă чарăннă çулхине Леонид Пантьăкри çичĕ çул вĕренмелли шкултан пĕлÿ илсе тухать. Малтанах колхозри тĕрлĕ ĕçе хутшăнать. 1947 çулта ăна учетчик-счетовод пулма шаннă.
– 1949 çулхи июнь уйăхĕнче мана ял-йыш Совет Çарне ăсатса ячĕ, – тет Леонид Николаевич. – Малтанах Серпуховри авиаци училищинче вĕрентĕмĕр. Унта реактивлă самолетсем çинчи электрооборудование тĕрĕслесе тăракан механик ятне пачĕç. Мускав тăрăхĕнчи Чкаловск хулинче наукăпа сăнав институтĕнче службăна малалла тăсрăм. Хусанти авиаци заводне килсе самолетсем илсе каяттăмăр.
1953 çулта Леонид службăна вĕçлесе тăван яла таврăннă. Малашнехи пурнăçа мĕнпе çыхăнтармалла; Ăçта кайса ĕçе вырнаçмалла; "Манăн чун вăрмана туртать, – тенĕ вăл амăшне. – Лесниксем кирлĕ-ши; Пантьăк лестничествине çитсе килес пулĕ;" Çапла Леонид Николаевич вăрман хуралçинче ĕçлеме пуçлать. Çĕнĕ ĕçе майĕпен хăнăхса пырать. Вăрçă хыççăнхи çулсенче вăрман вăррисем йышлă пулнă. Хальхи пек строительство материалĕсене ытлă-çитлĕ тупма май килмен ун чухне. Çурт çĕклемелле е ытти хуралтăсене тумалла – хăшĕ-пĕри каçсерен лаша кÿлсе çывăхри вăрмана çул тытнă. Çăпата тума пушăтлăх çăка касакансем те канăç паман. Патшалăх пурлăхне вара упрамалла, ăна тĕлли-паллисĕр салатма юрамасть. Çавăнпа вăрмана сиен кÿрекенсемпе унăн кăнтăрла та, çĕрле те кĕрешмелле пулнă.
Л.Тверсков лесникăн йывăр лавне 16 çул хушши туртать. Çав вăхăтра вăл хăй вăрмана чун-чĕрипе парăннине туйса илет. Анчах та тепĕр чухне ăна пĕлÿ çителĕксĕрри ура хурать. Çакна шута илсе 40 çулхи Леонид Николаевич Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумне куçăмсăр майпа вĕренме кĕрет. 1969 çулта техник-вăрманçă дипломне илет. 1970 çултан пуçласа тивĕçлĕ канăва тухичченех вăрман мастерĕ пулса вăй хурать.
Л.Тверсков 40 çул хушши Сăр тăрăхĕнчи вăрманпа тачă çыхăнса ĕçлесе пурăннă. Çак вăхăтра мĕн чухлĕ йывăç кастарса миçе гектар çĕнĕрен хунавсем ларттарман-ши вăл;
– Йывăçа касма çăмăл, ÿстерме вара вуншар çул кирлĕ, – каласа парать Леонид Николаевич. – Эпĕ лесникра тата мастерта тăрăшнă çулсенче ларттарнă йывăçсен лаптăкĕ 900 гектара яхăн. Çуллен çамрăк хунавсен лаптăкне 30 гектар патнелле ÿстерсе пынă – юман, хырпа чăрăш, çăка...
Этменпе Мучикасси хушшинчи шоссе икĕ енĕпе йывăçсем ешернине такам та курнă ĕнтĕ. 1972-1974 çулсенче вăл тăрăшнипе лартса хăварнă вĕсене. Çавăн пекех "Искра" тата "Нива" хуçалăхсен территорийĕсенчи пушă выртакан лаптăксене те йывăç чылай ларттарнă. Халĕ çавсене çынсем "Тверсков вăрманĕ" теççĕ. Шавлаççĕ, кашлаççĕ лапсăркка çăкасем, шĕвĕр тăррисене тÿпене "тăрăнтарнă" сип-симĕс хырпа чăрăш...
Ĕç ветеранĕ хăйĕн пурнăçне вăрманпа çыхăнтарнăшăн пĕртте ÿкĕнмест. Пачах урăхла, вăрман çинчен калаçу пуçлансан унăн чунĕ хăпартланса каять, куçĕсенче ăшă туйăм палăрать. Ĕçре хастарлăхпа пултарулăх кăтартнăшăн ăна "За сбережение и приумножение лесных богатств" медальпе наградăланă. Сăмах май, çак наградăна тивĕç пулнисем республикăра та сахал. Унăн уявсенче тăхăнакан пиншакĕ çинче "Ĕç ветеранĕ" медаль те ялкăшать. Тăван çĕршыв вăл ача чухнех Аслă вăрçă çулĕсенче ырми-канми ĕçленине те манман. "1941-1945 çулсенче хастар ĕçленĕшĕн" медаль парса чыс тунă. Хĕрлĕ Чутай вăрман хуçалăхĕн (халĕ лесничество) "Хисеп кĕнекинче" унăн сăнне курма пулать.
Леонид Николаевичăн мăшăрĕ, Елизавета Ефимовна, Ирчкасси хĕрĕ пулнă. Çур ĕмĕр ытла пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе пурăнаççĕ Тверсковсем.
– Утаркасси айĕнче лесникра ĕçленĕ вăхăтра Сăртан шыв йăтмаллаччĕ, краççын лампи çутипе çеç усă кураттăмăр, – тет ĕç ветеранĕ. – Ытти çĕрте те лайăххи сахал пулнă. Çапах нăйкăшмарĕ, кÿреннине палăртмарĕ мăшăрăм. Иксĕмĕр пурнăç тăршшĕпех пĕр чĕлхерен пурăнтăмăр. Виçĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса ÿстертĕмĕр.
Л.Тверсков çине пăхатăп та тĕлĕнетĕп: вăл тепĕр темиçе кунран 80 çул тултарнине ĕненес те килмест. Кĕлеткерен те, сăн-питрен те çамрăк курăнать. Леонид Николаевич уйрăмах çурхи кунсене кăмăллать. Йывăç-курăк чĕрĕлсе сарăлнă тапхăр-çке. Тавралăх симĕс тум тăхăннă вăхăт.
Мĕнех, юбилей ячĕпе сана, Леонид Николаевич!