22 апреля 2009 г.
Çак кунсенче Чăваш телевиденийĕн ĕçченĕсен пултарулăх ушкăнĕ Хусанушкăнь ял тăрăхĕнчи Тури Çĕрпÿкасси ялĕнче пулнă. Унта тележурналистсем Устиновсен çемйине тĕрлĕ енчен сăнласа паракан сюжетсем ÿкернĕ. Нумай пулмасть ятарлă передачăна республика çыннисене кăтартнă. Çак кил-йышăн куçпа виçейми пуянлăхĕ – ачасем.
Тури Çĕрпÿкасси – район центрĕнчен аякра вырнаçнă ялсенчен пĕри. Унта çапах та асфальт сарса хытарнă шоссе илсе çитерет. Кунта пурăнакансен йышĕ пысăках мар пулин те ялта тулли мар вăтам шкул, библиотека, лавккасем вырнаçнă. Ку кăна-и; Çамрăксем тĕп килтен уйрăлса тухса çĕнĕ çурт-йĕр çавăраççĕ. Ача çурални вара ашшĕ-амăшĕшĕн, кил-йышшăн чăннипех пысăк савăнăç.
Тамарăпа Виктор Устиновсем виçĕ ача – Мария, Петр, Анастасия – çуратса пăхса ÿстернĕ. Çулĕсемпе те çамрăках мар ĕнтĕ мăшăрсем. Çапах та вĕсем тата тепĕр виçĕ ача усрава илнĕ. Денис, Антон тата Анастасия халĕ çемьере хăйсен чăн-чăн вырăнне тупнă. Вĕсем çĕнĕ ашшĕ-амăшне чун-чĕререн юратаççĕ. Аслисем те ачисен кăмăлне тивĕçтерес тесе пур енлĕн тăрăшаççĕ.
– Пĕррехинче манăн хĕрĕм, Мария, чирлесе ÿкрĕ, – каласа парать Тамара Ивановна. – Хуйхăрнипе пурте вырăн тупма пĕлместпĕр. Çавăн чухне эпĕ çапла каларăм: "Хĕрĕм сывалсан, шкултан вĕренсе тухсан эпĕ ăна медицина ĕçченĕ пулма вĕренме кайма сĕнетĕп. Хам вара тепĕр виçĕ ача усрава илсе воспитани парса ÿстеретĕп".
Пурнăç чăнлăхĕ çакăн пекех пулса тухнă. Паян М.Устинова Мускав облаçĕнчи медицина училищинче вĕренет. Ăна пĕтерсен медицина ĕçченĕн ятне çирĕплетсе диплом илет. Канмалли кунсенче вăл тăван яла таврăнать. Ăна вара килте виçĕ шăллĕ тата икĕ Настя чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Асли кĕçĕннисене кучченеçпе хăналать. Пурте пĕрле сĕтел хушшине пухăнса лараççĕ, хулари тата ялти хыпарсене сÿтсе яваççĕ. Çакăнтан ырри, лайăххи мĕн пур-ши; Чи кĕçĕнни, Настя, хăй тавра уйрăмах пурне те пухать. Вăл икĕ çулта кăна-ха, апла пулин те юрă юрлама, вуннă таран шутлама пĕлет. Устиновсен пĕтĕм çемьепе пытанмалла выляс йăла та пур. Сăмах май, Настьăна çĕнĕ çемьене илсе килнĕ чухне вăл ултă уйăхра кăна пулнă-ха.
– Эп мĕн ыйтнине Турă илтрĕ, – тет Тамара Ивановна. – Халĕ ĕнтĕ пирĕн ачасем савăнăçлă пулччăр тесе хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тумалла.
Устиновсене ялта хисеплеççĕ. Вĕсем ырă кăмăлĕпе, кÿршĕ-аршăна йывăрлăхра пулăшма тăрăшнипе палăрнă. Акă, Тамара Ивановна ялти фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçленĕ май кашни килте тенĕпе пĕрех пулса курнă. Вăл чирлисене эмелпе кăна мар, ырă сăмахпа та ура çине тăма пулăшать. Мăшăрне, Виктор Анатольевича вара, ĕçе юратнипе пурте пĕлеççĕ. Вăл ылтăн алăллă: нумай пулмасть икĕ хутлă çуртăн строительствине вĕçленĕ, халĕ выльăхсем тытмалли пысăк вите тăвать. Çемье хушма хуçалăха аталантарас тĕллевпе пурăнать. Кĕскен каласан, Устиновсем сысна ĕрчетесшĕн.
Кил хуçи уйрăм предприниматель те. Иртнĕ çул унăн хуçалăхĕнче пилорама ĕçлеме пуçланă. Халĕ чус, хăма, бруссем, рейкăсем хатĕрлеме халăхран заказ йышăнать.
Устиновсен кулленхи пурнăçри шухăш-ĕмĕчĕ пысăк. Вĕсем – хресченсем, çавна май çĕр ĕçне те, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине те халăхран юлмасăр туса пырасшăн. Чи кирли вара, ачисене сывлăхлă ÿстерсе çĕршыва юрăхлă çынсем хатĕрлесшĕн. Кашни пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илтĕр – çакăн пек çемьен тĕллевĕ.