22 апреля 2009 г.
Тихăнушкăнче пурăнакан Мария Федоровнапа Филимон Яковлевич Митинсем пурнăçăн йывăр çул-йĕрне утса тухнă. Вĕсем çур ĕмĕр ытла – пурĕ 56 çул пĕр-пĕрне юратса тата килĕштерсе çума-çумăн кун кунлаççĕ.
Митинсем çулĕсемпе çамрăк мар пулин те пурнăçа юратнине, шÿт-кулăпа çывăххине тÿрех туйса илетĕн. Ку ахальтен мар. Вĕсем нумай пурăннă, нумай курнă, виçĕ ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Хура-шурне пайтах тÿснĕ, çапах пуçа усман. Çакăн пек пахалăхсем чăваш çыннин чун-чĕринче вырăн тупнă, тарăн тымар янă. Кулянса-пăшăрханса ларакансем хăйсен сывлăхне хавшатнине такам та пĕлет. Шÿтлеме-савăнма пĕлекенсем вара нумай пурăнни каламасăрах паллă.
...Мария Федоровнапа Филимон Яковлевич 1953 çулта пĕрлешсе çемье чăмăртанă. Кил хуçи тăван яла Хĕç-пăшаллă вăйсен ретĕнчен таврăннă. Пулас мăшăрĕ колхозра тар тăкнă. Кил-йыш çавăрсан та çăмăлах пулман. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăнхи пурнăç кăлтăкĕсене паянхи çамрăксем пĕлмеççĕ. Ун чухне ял çыннисене ĕçшĕн пуспа укçа тÿленĕ, ĕç кунĕ пуçне тырă, улăм панă. Пур çĕрте те чухăнлăх хуçаланнă. Митинсем йывăрлăха пăхмасăр хăйсене валли йăва çавăрма шутланă. Чăнах та, пур пек укçи-тенкипе усă курса çĕнĕ çурт çĕклесе лартнă.
– Сурхури кунĕнче пĕрлешсе мăшăр пулса тăтăмăр, – аса илет халĕ иртнине 79 çулхи Мария Федоровна. – Çулталăк вĕçĕнче вара хĕр пĕрчи, Ольга, çут тĕнчене килчĕ. 1956 çулта ывăл, Николай, çуралчĕ. Тепĕр икĕ çултан Лена кун çути курчĕ. Пурте мĕн пĕчĕкрен хресчен ĕçне хăнăхса ÿсрĕç. Ачасем шкулта вĕреннĕ çулсенче чăннипех кил-йыш тĕреклĕччĕ. Шел, пĕри те тăван яла юлмарĕ. Халĕ вĕсем Шупашкарта пурăнаççĕ, çемьеллĕ. Ултă мăнук пирĕн, пĕр мăнукĕн хăйĕн ачи пур. Ача-пăча пÿрт-çурта тултарать, аслисене савăнăç кÿрет.
Филимон Яковлевич вăрçă çулĕсене аса илчĕ. Фронтри йывăрлăхсем авса хуçайман ăна. Хăй çыхăну подразделенийĕнче службăра тăнине аса илнĕ май вăл шÿт туса илме те ĕлкĕрчĕ.
– "Кто боится тыла и грязи, запишитесь в роту связи", тесе калатчĕç салтаксем, – шухăша кайрĕ ветеран. – Чăннипе вара пачах урăхлаччĕ çав. Пăралук чĕркенĕ катушкăсене çĕклесе пыма, телефон линине тăсма пĕртте çăмăл марччĕ. Командирсем хушнине вара пурнăçламаллах, çыхăну йĕркеллĕ ĕçлетĕр тесе тăрăшмаллах. Связистсен миçе ушкăнĕ тăшман пулемечĕн вут-çулăмлă авăрне лекмен-ши; Хĕлле уйрăмах тертлĕччĕ: тарăн юр, сивĕ çанталăк... Хырăм çине выртса малалла шума лекетчĕ.
Митина Ржев патĕнчи, Польшăри хаяр çапăçусене хутшăнма тÿр килнĕ. Берлинта, фашистсен йăвинче, вăрçă Совет Союзĕ çĕнтернипе вĕçленсен те, вăл Хĕç-пăшаллă çарсен ретĕнчех юлнă. Мĕн тăван яла таврăничченех Урал тăрăхĕнче службăра тăнă. Тăван çĕршыв умĕнчи хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçланă. Унăн çапăçури паттăрлăхне II степень Отечественнăй вăрçă орденĕпе, "1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн" тата ытти медальсемпе хакланă.
Çĕнтерÿ кунĕ уншăн савăнăçлă та, хурлăхлă та. Мĕншĕн тесен фашистла Германие парăнтарнин пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк. Çав вăхăтрах вăй питти çамрăксем çапăçу хирне ĕмĕрлĕхех выртса юлнине нихăçан та каялла тавăраймăн. Ăна Турри тăван киле сывах таврăнма пÿрнĕ-ха. Çакăншăн савăнать ветеран.
Мария Федоровнапа Филимон Яковлевич ĕмĕр тăршшĕпех колхозра ĕçленĕ. Хуçалăхра тыр-пул туса илес ĕçе хастар хутшăннă. Çулленех обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли утă-улăм хатĕрлеме тухнă. Килти хушма хуçалăха та аталантарса пынă. Кирек епле ĕçе те юратса, тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланипе палăрнă. Чи пахи – мăшăр пĕрле 56 çул алла-аллăн тытăнса пурнăç çулĕпе утни.