АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Радио кунĕпех чăвашла калаçма пуçлĕ

22 апреля 2009 г.

Шупашкарта Чăваш наци библиотекин конференци залĕнче çак кунсенче çĕнĕрен уçăлакан радион çул-йĕрне сÿтсе яврĕç.

«Чăваш наци радиовĕ» автономлă учреждени ертÿçи Т.Евдокимова пухăннисене ĕçе еплерех йĕркелесси çинчен каласа пачĕ. «Кашни кун ирхи 6-ран пуçласа 22 сехетчен калаçĕ «Чăваш Ен», – терĕ вăл. – Малтанлăха пире республикăра пурăнакан халăхăн 80 проценчĕ итлеме пултарĕ. Федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн, 100 пин çын ытларах пурăнакан хуласенче ятарлă лицензисĕр эфира тухма ирĕк çук. Çавăнпа та радио сасси Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар çыннисен килĕсене те çиттĕр тесен конкурса хутшăнмалла».

Чăваш наци радиовĕн кăларăмĕсен 60 проценчĕ чăвашла, 35 проценчĕ – вырăсла, 5 проценчĕ – республикăра пурăнакан ытти халăхсен чĕлхипе тухмалла. Информаципе тишкерÿÿ, вĕрентÿÿ, литература тата музыка программисем тĕп вырăн йышăнĕç.

«Çавра сĕтел» тавра пухăннисем, тĕпрен илсен, пурте Чăваш наци радиовĕ палăртнă çул-йĕре ырларĕç, сĕнÿсемпе канашсем пачĕç. Радион тĕп тĕллевĕ – тăван халăхăмăрăн чи хаклă пуянлăхне – чĕлхине, юрри-кĕввине, йăли-йĕркине, ĕмĕртен ĕмĕре куçса пыракан ăслăлăхне – упраса хăварасси, хамăр хыççăн килекен ăрусене чăвашлăха юратма вĕрентсе çитĕнтересси, вĕсене пур енлĕн аталанма пулăшасси. Яваплăх пысăк. Хăйĕн тивĕçне туллин пурнăçласа пырĕ-и «Чăваш Ен» радио – вăхăт кăтартĕ. Паян вара республикăри мĕн пур халăхăн ĕмĕчĕ çитни чунтан савăнтарать, хавхалантарать, ыррине ĕненме май парать.

Т.Евдокимова каланă тăрăх, «Чăваш Ен» радиона хута ярасси 3 тапхăрпа иртмелле: пĕрремĕшĕ – кăçалхи апрель-май уйăхĕсенче, иккĕмĕшĕ – авăн уйăхĕнче, виççĕмĕш тапхăрта вара – çитес çулхи кăрлач уйăхĕнче – радио туллин ĕçлеме пуçламалла. Çăмăл вĕçев сунар, эппин, «чăваш чĕкеçне». Республикăри радиопа телекурав кăларăмĕсене паракан центр: «Чăваш наци радионе УКВ 71, 41 МГц тата FМ 105,0 МГц хумсем çинче итлеме пулĕ», – тесе пĕлтерет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика