АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тавралăх тирпейлĕ – пурăнма илемлĕ

22 апреля 2009 г.

Апрелĕн 17-мĕшĕнче районта экологи субботникĕ иртрĕ. Çанталăк сивĕ, çĕр пичĕ юрпа витĕннĕ пулин те предприятисемпе учрежденисенче тăрăшакансем тавралăха тирпей-илем кÿрес ĕçе хастар хутшăнчĕç. Субботник малтанхи çулсенчи пек кăнтăр иртсен мар, ирех пуçланчĕ. Акă, район администрацийĕн, Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн ĕçченĕсем Кивĕ центра тирпейлес ĕçе пуçăнчĕç. Хĕл каçипе пуçтарăннă тасамарлăха, типĕ курăка кĕреплесемпе тураса Кивĕ центра самаях сăн кĕртрĕç. Çĕнĕ центрта та ĕç шавĕ тăчĕ. Пенси фончĕн районти уйрăмĕнчи ĕçченсем шалти ĕçсен пайĕпе Перекет банкĕ хыçĕнчи тасамарлăхпа кĕрешрĕç. Райадминистрацин обществăлла инфратытăм аталанăвĕн тата пурăнмалли кил-çуртпа коммуналлă хуçалăх пайĕнче тăрăшакансем район чиккинчен тытăнса Ильина гора ялĕн автобус чарăнăвĕ таран çул хĕррипе ÿссе кайнă йывăç-тĕм хунавĕсене каснă. Ку енĕпе ĕç малалла пырать. Куратпăр ĕнтĕ, ĕçченсен аллисене пула тавралăх тасалчĕ. Çут çанталăк илемĕ, таврари тирпейлĕх хамăршăн пулнине ăнланаççĕ çав чутайсем.

Çапла, районта экологи субботникĕ иртрĕ. Çапах та ку лăпланса лармаллине пĕлтермест-ха. Тирпей-илем кÿрес енĕпе пирĕн малалла та тимлемелле. Çын алли халиччен çитмен таса мар вырăнсем чылай-ха. Çакна та палăртса хăварас килет: экологи субботникне çулсеренех предприятисемпе организацисен ĕçченĕсем, шкулсем хутшăнаççĕ. Ялсенчи уйрăм çынсен те çак пархатарлă ĕçрен аякра тăмалла мар. Харпăр хăй килĕ-çурчĕ умĕнчи ăпăр-тапăра, вуттисене тирпейлесе пуçтарсан, техникисене гаража лартсан килĕшÿллĕрех вĕт. Кашни çурт умĕнче чечек ешерсен вара калама çук илемлĕ пулĕ. Ĕçлеме çеç ÿркенмелле мар. Тĕрĕссипе, чутайсене мĕн ĕлĕкрен ĕçченлĕхшĕн хисепленĕ. Ку чăнлăх малашне те çирĕпленсе пытăрччĕ, район çыннисен тавралăха тирпей-илем кÿрес туйăм ют ан пултăрччĕ.

Тирпей-илем кÿнĕ чухне асăрханулăх пирки те шутламалла. Мĕншĕн тесен юлашки вăхăтра çынсем типĕ курăка чĕртсе яма пуçларĕç. Çакăн сиенĕ вара ытларах. Акă, çак кунсенче Уйпуçне кайма тиврĕ. Яла кĕмелли çулăн икĕ айккипе те кунта çамрăк хыр-чăрăшсем ÿсеççĕ. Хĕлĕн-çăвĕн хăйсен симĕс тумĕпе халăх кăмăлне çĕклетчĕç вĕсем. Халĕ мĕн куратăн-ха; Тахăшĕ, йывăçсем хушшине тирпейлес шутпа ĕнтĕ, типĕ курăка чĕртсе янă. Вут-çулăмăн вăрăм аллине пула хăш-пĕр хыр-чăрăш çуннă. Мĕскĕнсем халĕ хуп-хура лараççĕ. Ÿкессе пĕлнĕ пулсан тÿшек сарнă пулăттăм текен каларăша ăша хывман. Шăрпăк чĕртсен мĕн пулассине тÿрех тавçăрса илмелле.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика