АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăнкăрчсене – вĕллесем

22 апреля 2009 г.

Шăнкăрчсене – вĕллесем

Çуркунне – çут çанталăкăн чи илемлĕ вăхăчĕ. Юр ирĕлет, шыв юхать, кайăксем ăшă енчен вĕçсе килеççĕ, хăйсем валли йăва çавăрма хатĕрленеççĕ.

Мартăн 18-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 18-мĕшĕччен районта ачасене экологи воспитанийĕ парас, кайăксене пулăшас тĕллевпе шăнкăрч вĕллисем туса çакмалли уйăхлăх пычĕ.

Пантьăкри пуçламăш шкул-ача садĕнче те ачасене çут çанталăка юратма, ăна упрама, кайăк-кĕшĕке пулăшма вĕрентеççĕ. Акă, "Карусель" ача садне çÿрекенсемпе ашшĕ-амăшĕсем шăнкăрчсем вĕçсе килнĕ тĕле вĕллесем ăсталас тесе сахал мар ĕç турĕç. Ирина Черновапа Кирилл Серейкин – ашшĕ, Эвелина Серейкина – куккăшĕ, Паша Медведев

кукашшĕ ăсталанă вĕллесене илсе килчĕç. Вĕсене ача сачĕ умĕнчи йывăçсем çине çакрĕç. Кашни кун ачасем хăйсен вĕллисене сăнарĕç, вĕсене кайăксем йышăнасса шанчĕç, савăк юррисемпе савăнтарасса кĕтрĕç.

Ачасен кĕтнĕ кунĕ те çитрĕ,шăнкăрчсем çакса панă вĕллесене йышăнчĕç, хăйсен юррисемпе ачасене тав турĕç.

"Карусель" ача садне çÿрекенсем çитес çул та шăнкăрчсем валли вĕллесем туса пама шантарчĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика