АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Кантăк хĕр ача»

22 апреля 2009 г.

16 çул тĕлне Настя ал-урине, çурăм шăммине 44 хутчен хуçнă. Сайра тĕл пулакан чир унăн шăммисене сиен кÿнĕ, анчах та кăмăлĕ çирĕп-ха унăн. "Дюймовочка" (Настя 130 сантиметр çÿллĕш) паттăрлăхĕпе мăнаçланнă Турă ăна нимрен хăраман каччăна "ярса панă". Юрату темĕн те тума пултарать çав – Настьăн шăммисем хуçăлма пăрахнă, вăл ывăл çуратнă.

Инта хулине юмах кĕтесĕ тееймĕн – шахтерсем ĕçлесе пурăнакан вырăн. Ун патне "тĕнче хĕррине" инвалид кÿми ярса парасса Настя ĕмĕр тăршшĕпех кĕтнĕ. Çавăнпа 12 çула çитиччен упаленнĕ, урама ăна "Мальвина" ача кÿми çине лартса уçăлма илсе тухнă.

Хĕр ачана пĕрремĕш хут çулталăк та 2 уйăхра гипс хунă, иккĕмĕшне – çулталăк çурăра. Остеогенез – сайра тĕл пулакан тĕлĕнмелле чир. 1981 çулта, Настя çуралнă çулхине, ССР Союзĕнче "кантăк" çынсем темиçе теçетке кăна пулнă.

ЧŸРЕЧЕРЕН КĔНĔ

Медицина гипс тĕрĕс хурса çеç пулăшнă. Ачалăхĕпе çамрăклăхĕн пысăк пайне Настя больницăра ирттернĕ. Вăл диван çинче ларнă чухне те аллине е урине хуçма пултарнă. Юнашар яланах амăшĕ пулнă. Ашшĕ чăтса пурăнайман. Эрех ĕçме пуçланă. Вĕсем уйрăлнă.

...Саша тусĕпе урампа иртсе пынă, лешĕ такама сывлăх суннă. Йăл кулакан хĕр ачана иккен, пĕрремĕш хутри чÿречерен пуçĕ курăннă. Саша тусĕ малалла утнă, вăл юлнă. "Хăнана кĕме" чĕнсен Саша кĕтмен çĕртенех чÿрече янаххинчен çĕкленнĕ те пÿрте кĕнĕ. Хĕр ачан пĕр ури гипс ăшĕнче пулнине курнă. "Мĕн пулчĕ-ха;" – "Темех мар".

Вĕсем иккĕшĕ те 16 çулта пулнă. Иккĕшĕ те шкултан вĕренсе тухнă. Саша – яланхи йĕркепе, Настя – уйрăм вĕренмелли программăпа. Учительсем ун патне 10 çул килне çÿренĕ. Часах Саша хĕрĕн чирĕ пирки пĕлнĕ, анчах çакă ăна айккинелле пăрман: "Настя патне эпĕ кашни кунах çÿрерĕм. Ыттисем те пыратчĕç. Тахăш самантра Настьăна пурин çумне те кĕвĕçнине ăнланса илтĕм. Ăна юратса пăрахрăм". Çав вăхăтра Настя хваттерте костыльпе çÿретчĕ. Саша костыльсене пытарса хунă: "Эсĕ ху тĕллĕнех утма пултаратăн. Кил ман пата". Настя хăй тĕллĕнех утса кайнă. Пĕрле вĕсем урама тухма пуçланă. 17 çулта Саша права илнĕ, юратнă хĕрне ашшĕ-амăшĕн машинипе илсе çÿренĕ. Кайран çапла сĕннĕ: "Атя сана машинăпа çÿреме вĕрентетĕп". Саша çара кайиччен Настя права илме экзаменсем панă. Вăлах юратнă хĕрне института вĕренме кĕмелли экзаменсене илсе çÿренĕ. Настя Урал университечĕн философи факультетĕнчен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă.

АШШĔ-АМĂШĔ ХИРĔÇ

Саша Мускав çывăхĕнче, юратнă хĕрĕнчен 2000 километрта службăра тăнă. КПП-ра хăйне "Дюймовочка" кĕтнине пĕлтерсен ĕненмен те. Настя амăшне инçе çула тухма ÿкĕте кĕртнĕ. Саша хăй кăна мар, хăйне те чунранах юратнине ăнланса илнĕ.

Анчах та Сашăн ашшĕ-амăшĕ çак юратăва ăнланма пултарайман. "Мана сывă кин тата мăнуксем кирлĕ!" – кăшкăрнă амăшĕ. Ывăлĕ çартан таврăнсан вĕсем ультиматум кăларса тăратнă: "Е эпир, е вăл". Саша пĕр чĕнмесĕр сумкине пуçтарнă та Настя патне куçнă. Часах туй тунă. Чуп-чуп уйăхне ирттерме Геленджика кайнă. Настя костыльсăрах çÿренĕ, тĕлĕнмелле те – Сашăпа паллашнăранпа ал-ури текех хуçăлман унăн. Кăнтăртан таврăнсан хăйĕн çие юлнине ăнланса илнĕ. Тухтăрсем çапла каланă: "Çуратма шутлатăн – санăн купарча шăммисем саланса кайĕç! Ачу та ухмах çуралĕ!" Настя хырăмĕнчен хăтăлмалли препарат туяннă. Медсестрапа уколсем тăвасси çинчен калаçса татăлнă. "Кĕтмен çĕртенех çакна ăнланса илтĕм: сывă ачана вĕлересшĕн-çке эпĕ. Вара çирĕппĕнех çуратма шутларăм". Эмел курупкине форточкăран ывăтнă. Амăшĕпе Саша Настьăна пулăшнă. Çамрăксем республика шайне тухнă, анчах унта та тухтăрсем яваплăхран хăранă. Настьăна телекуравпа кăтартнă, медицинăри паллă çынсем çапла каланă: пире çак хĕре парăр, вăл пирĕн патра çуратĕ. Ыйту хакĕ – вун-вун пин доллар. Телее, Коми Республикинче Настя вĕсен пĕртен-пĕр "кантăк" çын пулнине аса илнĕ, укçа уйăрнă.

ЫВĂЛĔ АМĂШНЕ

ХŸТĔЛЕТ

"Мускаври институтра эпĕ ача çуратиччен 4 уйăх выртрăм. Çие юлни 7 уйăх ытла иртсен кесарь мелĕпе операци турĕç. Максим 2 килограмм та 450 грамм таятчĕ. Веçех йĕркеллĕччĕ, çĕрле темшĕн-çке сывлама пăрахрĕ. Ывăла кувеза вырнаçтарчĕç. Каярах Саша килчĕ. Ашшĕ юнашар чухне ывăлăмăр пуçласа куçне уçрĕ. Сашăн куçĕнчен куççуль юхса анчĕ".

Максим кувезра пĕр уйăх пулнă. Ашшĕпе амăшĕ Покров мăнастирне çветтуй Матронăна кĕлĕ тума çÿренĕ. Максима Интана кайиччен пĕр кун маларах шыва кĕртнĕ. Çуркунне арçын ача 5 çул тултарать. Максима çуралсанах тĕрĕсленĕ, генетика енĕпе нимĕнле чир те тупман. Максимăн пĕчĕклех çакна ăнланма тивнĕ: амăшне хытă ыталама юрамасть, мĕншĕн тесен вăл питех те черчен. Пĕррехинче, ывăлĕ 3 çул тултарсан, Настя унпа пĕрле урама тухнă. Юнашар 7 çулти ачасем пынă. Вĕсем Настьăна юрпа пеме пуçланă. Пĕчĕк Максим ăна хÿтĕлеме хăтланнă. Кайран çĕрĕпе çывăрайман. Амăшне ывăлĕ çул урлă асăрханса каçарать. Настя 4 çулти ывăлĕнчен 10 сантиметр çеç çÿллĕрех.

Настя чирĕ ниçта та кайман. Шăммисене кальци çитмест. Анчах та вăл ывăлĕшĕн ытларах пăшăрханать. Итари климат ăна килĕшсех каймасть, ывăлĕ час-часах чирлет, температури ÿсет. Анчах та Раççейĕн вăтам тăрăхне куçма вĕсен укçи çук.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика