АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çынсен шанчăкне ÿстерес, уçăмлăха вăйлатас тĕллевпе

25 апреля 2009 г.

2006 çулхи сентябрĕн 21-мĕшĕнче "2007-2011 çулсенчи Раççей суд тытăмĕн аталанăвĕ" тĕллевлĕ федераллă программа çинчен" ятарлă йышăну кăларнă.

Çак программăн тĕп тĕллевĕ – граждансен тата организацисен саккунлă прависене хÿтĕлессине çÿллĕ шая çĕклесси. Программăна пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе ĕçленĕ чух çынсен шанчăкне ÿстерессине, ĕçсене пăхса тухнă чух уçăмлăха тата çынсем суд ĕçне витĕр курса тăрассине шута илмелле, суд йышăнăвĕсене пурнăçа кĕртессипе ĕçлемелле. Программăпа килĕшÿллĕн район сучĕн ĕçĕ çинчен халăха пĕлтерсе тăрасси те тĕп вырăнта пулмалла. Сăмах май, хальхи вăхăтра район сучĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки Интернетра ятарлă сайт вырнаçтарнă. Унта судра пулса иртекен çĕнĕ хыпарсене, куллен пăхса тухмалли ĕçсене, пăхса тухнă суд материалĕсене тата ыттине те курма пулать.

Иртнĕ çул район сучĕ 73 уголовнăй ĕç пăхса тухнă. Çав шутран 29 ĕçĕпе айăплисене ирĕксĕр хăварнă, 27-шĕпе условнăй йĕркепе айăплама йышăннă, 6 ĕç тăрăх штрафланă, 11 ĕçне, çынсем пĕр-пĕринпе çураçнă май тата айăплă ĕç тунăшăн чунтан ÿкĕннĕшĕн, чарса лартнă.

Пăхса тухнă ĕçсенчен чылайăшĕ – 29 ĕçĕ – çынсен харпăрлăхне вăрланипе, 11-шĕ хăратса япала е укçа туртса илнипе, 5 ĕçĕ çынна сĕмсĕррĕн вĕлернипе çыхăннă. Тата 12 ĕç хытă хĕнесе çын сывлăхне хавшатнипе, унтан вăл вилсе кайнипе пулнă. Тĕслĕхрен, Чурпай ялĕнче пурăнакан Н. тата В.Барановсем, пиччĕшĕпе шăллĕ, эрех ĕçсен тăтăшах пĕр-пĕринпе çапăçнă. 2008 çулхи мартăн 27-мĕшĕнче вара В. Н-а вĕлернĕ. Вăл ăна хĕç тимĕр витнĕ чухне усă курмалли йывăç мăлатукпа пуçĕнчен çапнă. Судпа медицина экспертизи палăртнă тăрăх, ытти çĕрте те суранланнă вырăнсем пулнă. В. малтан та тĕрмере ларса тухнă. Хальхинче ăна сакăр çуллăха ирĕкрен хăтарнă. Вырăнĕ – çирĕп режимлă колони.

Саккуна хирĕçле ĕçсенчен 30-не эрех-сăрапа иртĕхекенсем тунă, ниçта та ĕçлемен çынсем – 49, хĕрарăмсем – 13.

2008 çулта 233 гражданла ĕç пăхса тухнă. Вĕсенчен 16 ĕçĕпе ачисене йĕркеллĕ пăхманшăн ашшĕ-амăшĕн прависенчен хăтарассипе йышăну кăларнă. Ĕçрен тĕрĕс мар кăларнăшăн, ĕç вырăнне каялла вырнаçтарас тĕлĕшпе тăватă ĕç пăхса тухнă. Пенси законодательствине пăснипе 16 ĕç, суд йĕркипе укçа е пурлăх шыранипе çыхăннисем – 32, фактсен чăнлăхне кăтартса паракансем 134 ĕç пулнă.

Районта пурăнакан çынсем хальлĕхе миравай судьясен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен сахал пĕлеççĕ-ха. Çакна шута илсе ку шухăша малалла тăсас килет. Акă, Раççейре миравай судьясен институчĕ 1864 çулта, II Александр император хушăвĕпе килĕшÿллĕн, йĕркеленнĕ. 1917 çулхи Октябрь революцийĕ унăн ĕçне нумайлăхах чарса лартнă. 1998 çулхи ноябрĕн 11-мĕшĕнче "Раççей Федерацийĕнчи миравай судьясем çинчен" калакан федераллă саккунпа килĕшÿллĕн унăн ĕçне çĕнĕрен йĕркелеме пуçланă. 2000 çулхи февралĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ "Чăваш Республикинчи миравай судьясем çинчен" калакан саккун йышăннă.

Миравай судьясем пăхса тухакан ĕçсенче саккуна пăснăшăн айăпласа ирĕксĕр хăварни виçĕ çултан мала пулмалла мар. Вĕсем административлă майпа йĕркене пăснă тĕслĕхсене пăхса тухасси 2002 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнче йышăннă "Раççей Федерацийĕн административлă майпа йĕркене пăсни çинчен" Кодексĕпе килĕшсе тăрать. Иртнĕ çул, тĕслĕхрен, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи О.Иванов миравай судья 101 уголовнăй ĕç пăхса тухнă, 974 гражданла тата 707 ĕç административлă майпа йĕркене пăснипе çыхăннă тĕслĕхсене тишкернĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика