АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иккĕмĕш хут йăнăш утăм тунă

25 апреля 2009 г.

Темшĕн-çке хăш-пĕр çынна ют пурлăх илĕртет. Йĕркене пăснă хыççăн хăйсене мĕн кĕтни пирки мĕншĕн шутламаççĕ-ши вĕсем? Ваттисем калашле: "Вĕренĕн те вĕçĕ пур". Милици сотрудникĕсем преступлени ĕç-пуçне тишкерсен пĕтĕмпех тăрă шыв çине тухать вĕт. Çакна тĕпе хумаççĕ хăшĕсем.

Паянхи сăмахăма кăçалхи апрелĕн 3-мĕшĕнче автовокзал çуртĕнче пулса иртнĕ ĕç пирки пуçарасшăн. Йĕпреç районĕнче Йĕпреç салинче пĕр хĕрарăм патĕнче пурăнакан 1983 çулта çуралнă Н. çак кун Етĕрнене (прописка кунта пулнă унăн) кайма çула тухнă. Чи малтан "Йĕпреç-Шупашкар" рейспа Лапсара çитнĕ. Унта Етĕрнене каякан автобуса кĕтнĕ. Кăнтăр тĕлне палăртнă вырăна çитнĕ. Паспортне 2008 çулхи январь уйăхĕнче çухатнăскер çак документ вырăнне вăхăтлăх удостоверени те пулин илесшĕн пулнă. Анчах паспорт сĕтелĕнче ăна кирлĕ документсем илсе килме ыйтнă. Н. каллех Етĕрнери автостанцие çул тытнă. Автобуса пĕр сехет хушши кĕтнĕ хушăра вăл сăра ĕçме ĕлкĕрнĕ. 16 сехетре "Етĕрне-Çĕмĕрле" рейс автобусĕ çине ларнă. Хĕрлĕ Чутай вокзалне çитсен водитель кунта 20 минут ларассине пĕлтернĕ. Çак хушăра Н. автовокзала кĕрсе тухма шутланă. Уйрăм предпринимательсен лавккисене курса çÿренĕ май, пĕринче хăйне валли кофта пăхнă. Çав хушăра Н. "Samsung" телефонпа юрă-кĕвĕ итлесе çÿренĕ, телефонĕ курткăн шалти кĕсйинче выртнă. Асăннă лавккаран тухсан çамрăк арçын юнашар сотовăй çыхăнăвĕн салонне асăрханă. Унăн сентрисем çинче тĕрлĕ телефон, ăна валли кирлĕ япаласем курăннă. Салон алăкне çăрапа хупнă пулнă, шалта никам та курăнман, çутă та çук. Хайхискерĕн салона хыçалтан кĕрсе вăрттăн телефон йăкăртас шухăш çуралнă. Н. хыçалтан каçнă та салона кĕрсе ÿкнĕ, çавна май хытă сасă пулнă. Сасă илтнĕ çынсем темĕн ÿкнĕ тесе салон çывăхне пырса тăнă. Çамрăк арçын хăраса кайса салон алăкне хытăрах тĕксе вирхĕнсе урама чупса тухнă. Анчах та унăн çулне милици ĕçченĕ пÿлнĕ, ăна шалти ĕçсен пайне илсе çитернĕ. Çакна та каламалла, салона кĕрсе ÿкнĕ чух Н. ас тумасăр хăйĕн кĕсйинчи телефонне ÿкерсе хăварнă. Сăмах май, телефонĕ хăйĕнпе пĕрле пурăнакан хĕр арăмăн пулнă, вăл ăна çул çинче тунсăхлă пуласран юрă-кĕвĕ итлеме парса янă иккен.

Хăй йĕркене пăсни пирки çамрăк йышăннă. Анчах та маларах вăрă-хурахла ĕçшĕн административлă майпа айăпланнă Н. тепĕр хут çакăн пек тĕрĕс мар утăм туни хăйĕн пĕрремĕш йăнăшне ăнланса илейменнине çирĕплетет. Иккĕмĕш хут суд тенкелĕ çине ларнă хыççăн та тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ тăваймĕ-ши çамрăк арçын?

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика