АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçне кура – хисепĕ

25 апреля 2009 г.

Ĕçне кура – хисепĕ

Чăваш чĕлхине, культурине мĕн ачаран юратмалла. Ман шутпа, ку юратăва шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен учительсем çеç тивĕçлипе аталантарма пултараççĕ. Педагогсем-çке ачасенче чăвашлăх туйăмне чĕртеççĕ, вĕсене тăван чĕлхен пуянлăхĕпе паллаштараççĕ. Шăпах çакăн пек учительсен йышне Надежда Васильевна Ермакова кĕрет. Вăл 2008 çулхи сентябрь уйăхĕнчен тытăнса Мăн Этмен шкулĕнче 7, 9-11-мĕш классенчи ачасене чăваш чĕлхипе литература предмечĕсене вĕрентет. Унччен Тралькасси шкулĕнче чылай çул тăрăшнă. Педагогикăри пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ – 34 çул. Çак вăхăт хушшинче вăл миçе ачана ăс-тăн паман-ши; Надежда Васильевнан чылай вĕренекенĕ педагог профессине суйласа илнĕ. (Вĕсен йышне çак йĕркесен авторĕ те кĕрет. –Авт.) Ку ахальтен мар ĕнтĕ. Н.Ермакова ачасене урок темине тĕплĕн, çав хушăрах ансат мелпе, тĕрев паллисемпе усă курса вĕрентетчĕ. Çавна пулах вĕренекенсем урок темине аван ăнланатчĕç. Паянхи кун та педагог хăйĕн ĕçĕнче çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртсе пырать. Акă, уроксене ирттерме пурнăç таппи ыйтакан технологипе – компьютерпа, мультимедиллĕ проекторпа анлă усă курать. Тĕрĕссипе, çĕнĕ технологисĕр пĕр урок та ирттермест темелле. Учитель чăваш чĕлхи предмечĕпе ăс панă чухне вĕрентÿ материалне схемăсемпе паллăсен модулĕсен никĕсĕ çинче йĕркелет. Çак тĕллевпех чăваш чĕлхин пÿлĕмĕнче компьютер, мультимедиллĕ проектор вырнаçтарнă.

Тĕл пулу вăхăтĕнче Надежда Васильевна компьютерпа усă курса хăй кашни пуплев пайĕпе хатĕрленĕ слайдсемпе паллаштарчĕ. Ĕçĕн пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк. Вĕрентÿ институтĕнче апрелĕн 28-мĕшĕнче шăпах Н.Ермакова хатĕрленĕ чăваш чĕлхинчи пур пуплев пайĕсене те электронлă майпа вĕрентмелли пособие хак парĕç. Унччен учитель тăватă пуплев пайĕпе çеç электронлă вĕренÿ пособине йĕркеленĕ пулнă.

Вĕрентĕве схемăсемпе тата паллăсен моделĕсен никĕсĕ çинче йĕркелени ĕç процесне самаях çăмăллатать, ачасем те урок темине çирĕпрех ăнланаççĕ. Шăпах вĕренÿ процесĕнче çак меслетпе усă курни вĕренекенсен пĕлÿ пахалăхне ÿстернине аван пĕлет çав Н.Ермакова. Акă, унăн вĕренекенĕсем республика шайĕнчи, Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен виççĕмĕш тапхăрĕн олимпиадисене хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илме пултарнă. Сăмахран, 2008 çулта О.Скворцова республикăра чăваш чĕлхипе тата литературипе иртнĕ олимпиадăра иккĕмĕш вырăна тухнă. Иртнĕ çулхи ноябрь уйăхĕнче республика шайĕнче йĕркеленĕ "Çакă çутă тĕнчере" сочиненисен конкурсне Д.Михеева хутшăнса иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ.

Надежда Васильевна Мăн Этмен шкулĕнче тимлеме пуçланăранпа кунти чăваш чĕлхин пÿлĕмĕ улшăннине палăртса хăвармасăр иртме çук. Стена çинче – Çĕршывăмăрăн, чăваш литературин, Хĕрлĕ Чутай енĕн аталанăвне сăнлакан таблица. Кун пеккине халиччен никам та, Н.Ермаковасăр пуçне, ăсталаман. Пÿлĕме унсăр пуçне тăван халăхăмăрпа паллаштаракан таблица пуянлатать.

Вĕрентекенĕн ĕç опычĕ вышкайсăр пысăк. Çакна унăн чăваш чĕлхипе тата литературипе пичетленсе тухнă кĕнекисемпе çирĕплетме пулать. Унăн 6-7 классем валли "Морфологипе синтаксис" ятлă электронлă вĕренÿ пособийĕ гриф илме тивĕçнĕ. Ку грифа илни çав тери сумлă. Пĕлтĕртенпе Надежда Васильевна кĕнекесене электронлă вариантпа çеç хатĕрлет.

Чăваш чĕлхин кунĕнче шăпах Надежда Васильевнан педагогикăри ĕç опычĕпе, унăн пултарулăхĕпе паллаштарни ахаль мар. Вăл яланах тăван чĕлхене мала хурать, хăй чăн-чăн чăваш чĕлхин вĕрентекенĕ пулнине ĕçпе çирĕплетет. Учительсен августри пĕр канашлăвĕнче чăвашла тухса калаçни халĕ та асра-ха. Нумаях пулмасть этнопедагогика енĕпе иртнĕ конференцине хутшăнма тивнĕ унăн. Унта та Н.Ермакова тăван чĕлхене хисепленине пĕлтерсе чăн чăвашла тухса калаçнă. Сăпайлă, нихăçан та хăйĕн ĕçри çитĕнĕвĕсемпе мухтанма юратман хисеплĕ вĕрентекене чăваш ятне яланах çÿлте тытса пыма иксĕлми вăй-хал, творчествăлла ăнтăлу сунатăп.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика