25 апреля 2009 г.
Чăваш çамрăкĕсем мĕн ĕлĕкрен çар ретне юрăхлă пулассишĕн, алла пăшал тытса Тăван çĕршыва сыхлассишĕн пур енлĕн тăрăшнă, Субсиди ставкисене çак таблицăсенче аван кăтартса панă: спортпа туслашса вăй-хала çирĕплетнĕ, пуçламăш çар ĕçне хăнăхса Калашников автоматне сÿтсе пухма, тĕл пеме вĕреннĕ... Çакă вĕсенчен чылайăшне службăра çитĕнÿсем тума, звание ÿстерсе пыма, тăван тăрăха ăслă-тăнлă, пурнăçа чухлакан каччă пулса таврăнма пулăшнă.
Хальхи çамрăксем те аслăрах ăру çыннисенчен пĕртте кая юлмаççĕ. Ăна çак тĕслĕхпе çирĕплетсе парасшăн. Иртнĕ çулхи августăн 7-мĕшĕнче сĕмçĕрле Грузи çарĕсем Кăнтăр Осетири Цхинвал хулине артиллерирен пеме пуçлани, çапла майпа ăна пĕтĕмпех аркатса тăкни, унти мирлĕ халăх нумай вилни, аманни çинчен пĕлтерчĕç. Ку кăна мар-ха, телевиденипе мирлĕ лару-тăру тытса тăракан Раççей çар çыннисен пĕчĕк ушкăнне тапăнса техникăна çунтарса-аркатса пĕтернине, салтаксене тĕп тунине те кăтартрĕç. Çакăн хыççăн çĕршыв ертÿçисем Кăнтăр Осети халăхне пулăшас тĕллевпе унта хамăрăн Хĕç-пăшаллă вăйсене кĕртсе ячĕç. Чăнах та пирĕн салтаксемпе офицерсем çар техникипе пĕлсе усă курса тата ăста çапăçса кĕске вăхăтрах Грузи çарĕсене каялла хăваласа ячĕç.
Хаяр çапăçусене Чăваш Енрен хĕсмете тухса кайнă чылай çамрăк хутшăннă. Нумайăшĕ хăюлăхпа паттăрлăх кăтартса Тăван çĕршывăн наградисене илме тивĕç пулнă. Кун пеккисенчен пĕри – Тумликассинче çуралса ÿснĕ Дмитрий Кудюков матрос. Ăна Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйсен Аслă Главнокомандующийĕ Дмитрий Медведев Грузипе Осети хушшинчи конфликт зонинче миршĕн тата хăрушсăрлăхшăн кăларса тăратнă задачăсене пурнăçланă чухне пурнăçне шеллемесĕр хăюлăх кăтартнăшăн Тав хучĕ парса чысланă.
Дмитрий 2006 çулта Çар ретне тăнă. Иртнĕ кĕркунне вăл службăна вĕçлесе тăван киле таврăннă. Халĕ те ялтах пурăнать.
– Çапла, манăн та юлташăмсемпе пĕрле Грузи çарĕсене çапăçма, унти мирлĕ халăха хÿтĕлеме тÿр килчĕ, – тет халĕ ĕнерхи салтак. – Унта çитсенех çакă палăрчĕ: Цхинвал хулинчи пурăнмалли çуртсемпе ытти объектсене юрăхсăра кăларнă, çынсем хваттерсемсĕр, апат-çимĕç продукчĕсемсĕр тата тум-тирсĕр тăрса юлнă. Çавăн пекех чикĕ хĕрринчи вунă яла вут-çулăм айне тунă, хресченсен çурт-йĕрĕ, выльăх-чĕрлĕхĕ, сад-пахчи çĕрпе танлашнă. Çакăн пек тискерлĕхе курсан эпир, Раççей салтакĕсем, чĕре юнпа пĕвеннине туйрăмăр. Чун хаярлăхпа, тăшмана курайманлăхпа тулчĕ.
Дмитрий ĕçе юратакан, туслă та ырă çемьере çуралса ÿснĕ. Вăл Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Ашшĕ, Валентин Димитриевич, ку таранччен тĕрлĕ ĕçсенче вăй хунă. Халĕ килти хуçалăхра тăрăшать. Амăшĕ, Роза Сергеевна, Ишеккассинчи пуçламăш шкул учительници. Йăмăкĕ, Инна, вуннăмĕш класра пĕлÿ пухать. Кăмăл-сипет пахалăхĕсем, пĕр-пĕрне хисеплесси, аслисене сума сăвасси килте вăй илет. Кун пек çемьесенче ачасем çĕршывăн чăн-чăн патриочĕсем пулма хăнăхаççĕ те. Çакна Д.Кудюков салтак паттăрлăхĕ те яруççăн çирĕплетсе парать.