АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хуçалăхсене – патшалăх пулăшăвĕ

25 апреля 2009 г.

Агропромышленность комплексĕ умĕнче паянхи экономика аталанăвĕн çивĕч ыйтăвĕсем тăраççĕ. 2008 çултан пуçласа "АПК аталанăвĕ" приоритетлă наци проекчĕ 2008-2012 çулсенче ял хуçалăх продукчĕсен, чĕр тавар, суту-илÿ пасарĕсене йĕркеленипе, ял хуçалăхне аталантармалли патшалăх программипе тачă çыхăннă. Çак ыйтусемпе интересленсе Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин районти специалисчĕпе Лариса Куропаткинапа калаçрăм.

– 2008 çулта патшалăх ял хуçалăхне аталантарма района 31,3 миллион тенкĕ уйăрса панă, – терĕ Лариса Гурьевна. – Çав шутран федераллă бюджетран – 21,5 миллион. Кăçал та эффективлă ĕçлекен ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансене, вĕсем продукци хăй хаклăхне тата тăкаксене чакарас, çав вăхăтрах унăн калăпăшне, пахалăхне ÿстерес тĕлĕшпе палăрса тăраççĕ пулсан, патшалăх пулăшу парать. Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем малтанхи пекех çăмăллатнă кредитсемпе, лизингпа ăратлă выльăх ĕрчетес тата элитлă вăрлăх хатĕрлес, страховани тытăмне аталантарас енĕпе усă курĕç.

– Лариса Гурьевна, федераллă бюджетран тата республика бюджетĕнчен тивĕçтерекен субсиди çинче чарăнса тăрар-ха...

– Хĕрÿ тапхăр валли çунтармалли-сĕрмелли материалсем, саппас пайсем, минерал удобренийĕсем тата ытти пурлăх туянма пĕр çулталăклăх кредит илнĕ хуçалăхсене унăн тăкакĕсен пĕр пайне саплаштармалли процент виçине тÿлеме федераллă тата республика бюджетчĕсенчен субсиди параççĕ. Икĕ çултан пуçласа сакăр çулччен оборудовани, ял хуçалăх техники, ăратлă продукци туянма, строительство ĕçĕсем тума, выльăх-чĕрлĕх комплексĕсене çĕнетме субсиди илме пулать. Хамăр çĕршывра туса кăларнă ял хуçалăх техникине туянма вара субсидипе вунă çуллăха тивĕçтереççĕ.

Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсене субсиди мĕнле йĕркепе тÿлеççĕ-ха; Ăратлă выльăхсен тата мăйракаллă шултра выльăхăн ăратлă пăрăвĕсене туянма пĕр килограмм чĕрĕ виçе пуçне республика бюджетĕнчен 50 тенкĕ, федераллă бюджетран 22 тенкĕ уйăраççĕ.

–Уй-хир ĕçĕсене пурнăçланăшăн мĕнлерех субсиди пур;

– Ку енĕпе те патшалăх ял хуçалăх предприятийĕсене пысăк пулăшу парать. Акă, ÿсен-тăрансене хÿтĕлемелли япаласем туянма, транспорт тăкакĕсене шута илмесĕр, хакăн 30 процентне республика бюджетĕнчен тÿлеççĕ. Минерал удобренийĕсемшĕн те Чăваш Ен бюджетĕнчен федераллă бюджет шучĕпе укçа-тенкĕ параççĕ.

Тăпра пулăхне лайăхлатас тĕлĕшпе ирттерекен мероприятисене пурнăçланăшăн çакăн пек субсидисем палăртнă: тăпрана агрохими тĕлĕшĕнчен тĕпченĕшĕн ĕç хакĕн 30 процентне уйăраççĕ; лаптăка извеçленĕшĕн, фосфоритланăшăн тата кали сапнăшăн – ĕç хакĕн 80 процентне.

Альфа – кислота хисепĕ 3,5 процентран кая мар пулсан пĕр тонна хăмла пуçне 15,9 пин тенкĕ укçа лекет.

Ял хуçалăх культурисен, нумай çулхи ÿсен-тăрансен тухăçĕшĕн, вĕсене акса-лартса хăварнăшăн страховани тăкакĕсен 50 процентне, çав шутран 40 процентне – федераллă бюджетран, 10-шне республика бюджетĕнчен тÿлеме палăртнă. Икĕ гектартан кая мар хăмла пулсан, нумай çулхи ÿсен-тăрансене лаптăка вырнаçтарма тата пăхса тăма тухнă тăкаксене саплаштарма 30 процент субсиди уйăраççĕ. Ку таранччен усă курман ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене çаврăнăша кĕртнĕ чухнехи тăкаксемшĕн 25-шер процент вырăнти тата республика бюджетĕсенчен укçа уйăраççĕ.

– Юлашкинчен иртнĕ çул районта патшалăх пулăшăвĕпе мĕнле усă курни çинчен пĕр-ик сăмах калăр-ха.

– Паян хуçалăхсенче çĕнĕлле ĕçлемесен, çĕнĕ технологисемпе усă курмасан, наукăпа техника çитĕнĕвĕсене хакламасан ÿсĕм тума çук. Çакна шута илсе патшалăх ял хуçалăх предприятийĕсем валли укçа-тенкĕ чылай уйăрать. Акă, пĕлтĕр районти хуçалăхсем (килти хушма хуçалăхсене шута илмесĕр) 17465 пин тенкĕпе усă курнă. Çав шутран 8276 пин тенки – федераллă бюджетран. Çапла вара ял хуçалăх культурисен элитлă вăрлăхне туянма 499 пин, минерал удобренийĕсем валли 3429 пин тенкĕ парса пулăшнă. Хуçалăхсем дизель топливишĕн 1172 пин тенкĕ субсиди илнĕ.

Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарас тĕлĕшпе те патшалăх укçипе сахал мар усă курнă. Сăмахран, сĕт нумай паракан ĕнесем туяннă чухне хуçалăхсем 2249 пин, ăратлă сыснасем кÿрсе килме 10 пин, ĕнесене пĕтĕлентермелли вăрлăхшăн 121 пин тенкĕ тăкакланă. Çавăн пекех тыр-пула страхлама 1178 пин тенкĕ уйăрнă.

Ял хуçалăх предприятийĕсене, паллах, патшалăх пулăшăвĕ питĕ кирлĕ. Малта пыракансем çакна ăнланса ĕçлеççĕ. Кайрисен те куçа уçса пăхма вăхăт. Ĕçе çĕнĕлле йĕркелемесен экономикăна аталантарса пыма йывăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика