29 апреля 2009 г.
Пулас тыр-пул тухăçĕ, уй-хир тупăшĕ вăрлăх пахалăхĕпе тÿрремĕнех çыхăннă.
Çакна ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисемпе специалисчĕсем питĕ аван пĕлеççĕ. Апла пулин те çуркунне акса хăвармалли ял хуçалăх культурисене çителĕксĕр хатĕрлесе хăварни пăшăрхантарать. Çакăн сăлтавĕ – вĕсем халĕ те хĕл ыйхинчен вăранайманни. Мĕншĕн тесен малта пыракан хуçалăхсем вăрлăха тыр-пул пухса кĕртнĕ вăхăтрах тасатса кĕлете кĕртеççĕ. Хуçалăхсенче элита вăрлăх çулран-çул сахалланса пырать. Çапла вара тыр-пул тухăçĕ чакас хăрушлăх та пур.
Хальхи вăхăтра агрономсем умĕнче тăракан тепĕр задача – вăрлăха пĕлсе им-çампа чÿхесси. Паллах, кунта унăн инфекци пуррине те шута илмелле. Эппин акмалли материала фитоэкспертизăна тăратмалла. Хÿтĕлев мероприятийĕсем ирттерни, тухăçа вăхăтра пухса кĕртни тымар çĕрнине чакарма пулăшнă. Анчах вăрлăх кăвакарнине, вутпуççи, септориоз, бактериоз чирĕсен çулне пÿлеймен. Выльăх апачлĕх пăрçа йышши культурăсем вара антракнозпа, бактериозпа, аскохитозпа, фузариумпа аптрани паллă. Çавăнпа вăрлăха им-çампа пĕлсе чÿхемелле.
Чир ертекен сахал пулсан экологи енчен хăрушсăр тата йÿнĕрех "Бактофит", "Планриз", "Фитоспорин" биопрепаратсемпе усă курмалла. Вĕсем ÿсен-тăрана чир-чĕртен сыхлама, продукци хăй хаклăхне чакарма пулăшĕç. Чир-чĕр анлă сарăлсан хими препарачĕсемпе им-çамлама тивет. Биологи тата хими препарачĕсене пĕрле усă курни те лайăх пулăшать. Хими меслечĕн тухăçлăхĕ пысăк. Биопрепаратсемпе им-çамласан калча пĕр-икĕ кун маларах шăтса тухать. Çакă тăпрара нÿрĕк пĕчĕк пулсан, сивĕ тăрсан лайăх. Протравитель ÿсен-тăрана акнă хыççăн 30 кун сыхлать.
Çĕр улмин хăрушă чирĕсем – альтернариозпа фитофтороз. Вĕсен çулĕсене пÿлме вăрлăха лайăх суйласа яровизацилемелле, им-çамлани. "Планриз" препарат çак инфекцие хирĕç кĕрешме пулăшать.
"Планриз" çинчен калас пулсан çакна палăртмалла: унпа тĕш-тырăсене ятарлă машинăпа усă курса им-çамламалла. Çак ĕçе тырă акма тухнă кун та пурнăçлама юрать. Виçĕ-пилĕк кун маларах им-çамлани те япăх мар. Ăна пĕр тонна пуçне 0,5 – 1,0 литр тăккаламалла. Препарата тăватă-сакăр градус ăшăра 30 кун хушши упрама пулать. Унпа çавăн пекех хăяр, купăста, пан улми йывăççи, çĕр çырли сăтăрçисемпе кĕрешме юрать.
"Планризпа" ял хуçалăх культурисене кăмпа тата бактери чирĕсенчен хÿтĕлеме меллĕ. Ăна "Раççей ял хуçалăх центрĕ" федераци патшалăх учрежденийĕн Чăваш Енри филиалĕнче туса кăларнă.