29 апреля 2009 г.
Иртнĕ эрнере район администрацийĕн Пĕчĕк залĕнче нумай енлĕ харпăрлăхлă предприятисен ĕçне йĕркелесе пыракан ведомствăсем хушшинчи ĕç ушкăнĕн ларăвĕ пулса иртнĕ. Унта финанс кризисĕ вăхăтĕнче тухса тăнă йывăрлăхсене пĕтерес тата район экономикин тĕрлĕ сферисенче экономикăпа социаллă пурнăçа йĕркелесе пырас ыйтăва тишкернĕ.
Ларăва район пуçлăхĕ Александр Криков ертсе пынă. Ун ĕçне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем пурте хутшăннă. Кун йĕркинчи ыйтупа – ял тăрăхĕсен тата район бюджечĕсене налукран пухăнман укçа-тенкĕ мĕн чухлĕ пырса кĕни çинчен район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Георгий Ярлов калаçнă. Çакна палăртнă: район территорийĕнчи патшалăх пурлăхĕпе тухăçлă усă курнине тĕрĕслесе тăрас шутпа çулсеренех муниципаллă пурлăха приватизацилес тĕлĕшпе малашне мĕн пулассине тишкерсе палăртнă план туса хатĕрлеççĕ. Уйăхсерен çĕре харпăрлăха валеçсе панине тата çĕр лаптăкĕ илме май пуррине шута илеççĕ. Çĕр лаптăкĕсемпе пурлăха арендăна панин килĕшĕвĕсен реестрне туса пыраççĕ.
Иртнĕ çул пурлăха 400 пин тенкĕлĕх арендăна памалла пулнă, чăннипе вара, 704,50 пин тенкĕ тупăш пухăннă. Ку вăл 176,14 процентпа танлашать. Кăçалхи пĕрремĕш квартал кăтартăвĕ – 118,92 пин тенкĕ е 201,27 процент. Çавăн пекех Георгий Иванович пурлăха сутнипе, арендăна панипе, çĕр лаптăкĕсем сутнипе пухăнакан тупăш çинче тĕплĕн чарăнса тăнă.
Ĕç ушкăнĕн членĕсем Г.Ярлов информацине йышăннă. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансемпе пĕрле район пуçлăхĕн фондĕнчи тата валеçсе памалли фондри çĕрсене, çавăн пекех коллективлă пай харпăрлăхне кĕрекен çĕрсене арендăна памалли килĕшÿсене йĕркелессине вĕçлес тĕлĕшпе активлăрах ĕçлемелле.