06 мая 2009 г.
Район прокуратури пенсионерсем, ветерансем, социаллă хÿтлĕхсĕр категориллĕ граждансем пурăнакан ятарлă учрежденисенче, çавăн пекех ачасен тата сиплевпе профилактика учрежденийĕсенче хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес сферăри саккунлăх лару-тăрăвне тĕрĕсленĕ.
Район территорийĕнче юридици правиллĕ пĕр сиплевпе профилактика учрежденийĕ – Хĕрлĕ Чутайри тĕп больница вырнаçнă. Çавăн пекех районта 22 фельдшер пункчĕпе пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсем пур.
Тĕрĕслев вăхăтĕнче сиплевпе профилактика ĕçĕ-хĕлĕнче вăйра тăракан саккуна пăснă тĕслĕхсене тупса палăртнă. Акă, районти тĕп больница медицина ĕçне вăйра тăракан лицензи çумĕнчи приложенире пăхса хуман адрессемпе – пенсионерсен вăхăтлăх пурăнмалли Штанашри, Мишеркассинчи, Атнарти уйрăмĕсенче (вĕсем райбольницăн тытăмĕнчи подразделенисем шутланаççĕ) йĕркеленине çирĕплетнĕ. Çак фактпа райбольницăн тĕп врачне лицензи çинчен калакан саккуна пăснă çитменлĕхсене пĕтерме представлени тăратнă.
Кунсăр пуçне тĕрĕслевре Серенкассинчи, Кив Атикассинчи, Вырăсушкăнчи, Хватукассинчи фельдшер пункчĕсем пушар хăрушсăрлăх саккунне пăхăнмасăр ĕçленине палăртнă. Ку енĕпе те райбольницăн тĕп врачĕ патне "Пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен" федераллă саккуна пăснăшăн тата çитменлĕхсене пĕтерме 4 представлени тăратнă. Çавăн пекех "Хĕрлĕ Чутайри тĕп больница" муниципаллă сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕ пирки административлă йĕркене пăснăшăн РФ КоАП-ĕн 20.4 статйин 1 пайĕпе килĕшÿллĕн ("Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăсни") 4 производство пуçарнă. Кăтартусене пăхса тухнă хыççăн асăннă 4 фельдшерпа акушер пункчĕсен ĕçне чарнине палăртмалла.
Березовка тата Атнар ялĕсенче вырнаçнă ветерансен вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмĕсенче те (учредителĕ – "Хĕрлĕ Чутайри халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр" РГУ) пушар хăрушсăрлăхĕн саккунне пăхăнманнине тупса палăртнă. Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕсемпе "Хĕрлĕ Чутайри халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр" РГУ пирки административлă йĕркене пăснăшăн РФ КоАП-ĕн 20.4 статйин 1 пайĕпе килĕшÿллĕн ("Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăсни") производство пуçарнă, 10000 тенкĕлĕх штраф панă. Çавăн пекех асăннă центр директорĕ патне йĕркене пăснă тĕслĕхсене пĕтерме представлени тăратнă.