06 мая 2009 г.
Ку чуна хумхантаракан самант кăçалхи апрелĕн 27-мĕшĕнче пулчĕ. Атнар участок лесничествин ĕçченĕ Ю.Сидоров çырма тăрăх вăрманти хырсем патнелле çулăм куçнине асăрханă. Такам çырмари курăка чĕртсе янă-мĕн. Хăй курнине вăл вăхăта тăсмасăр Мăн Этмен ял тăрăхне, районти гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен пайне пĕлтернĕ. Вут-çулăм алхаснине курнă çынсем те унта чупса çитнĕ. Кĕçех Атнар участок лесничествин ĕçченĕсем, "Çурçĕр вăрман хуçалăхĕ" производство участокĕн пушара хирĕç кĕрешекен дружини, районти пушар хăрушсăрлăх чаçĕн автоцистерни çитнĕ. Пушара хирĕç 20 çынна яхăн кĕрешнĕ. Вĕсем çулăма вăрмана çитме паман.
Вута хирĕç кĕрешнĕ çĕрте Ишеккассинчи В.Миронов, Çĕн Ирчемесри В.Васильевпа А.Можайкин уйрăмах хастарлăх кăтартнă.
Кăçал çанталăк типĕ тăрать. Кивĕ курăксене, çÿп-çапа чĕртсе яма васкама кирлĕ мар. Пĕчĕк вут-çулăмранах пысăк пушар сиксе тухма пултарать. Çу кунĕсенче сыхă пулнине нимĕн те çитмест.