АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçри ырă та çутă йĕр

06 мая 2009 г.

Кашни çын пурнăçра хăй хыççăн ырă та çутă йĕр хăварма тивĕç, теççĕ. Çĕнĕ кил-çурт çавăрнă-и вăл е сад-пахча лартса чĕртнĕ – çаксем пĕтĕмпех ĕмĕрлĕх палăкĕсем вырăнĕнче юлаççĕ ĕнтĕ. Кунпа пĕрлех этем хăй валли кăна мар, район экономикипе социаллă пурнăçне аталантарассишĕн темиçе çул кунне-çĕрне пĕлмесĕр тар тăкнă пулсан унăн ĕçне еплерех хакламалла-ши тата;

Манăн паянхи сăмахăм Енкĕлт ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ те унтах пурăнакан Николай Федорович Майоров çинчен. Вăл 1930 çулхи майăн 5-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Ашшĕпе-амăшĕ хресченсем пулнă, кÿршĕ-аршă пекех çĕр ĕçĕпе пурăннă, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ. Николай та ĕç патне çамрăклах çыпçăннă. Унăн ачалăх çулĕсенче çĕршывра Аслă вăрçă алхаснă. Ашшĕ те фронта тухса кайнă, шел, 1942 çулта паттăрсен вилĕмĕпе пуçне хунă. Кун пек чухне кил-йышăн йывăр лавне камăн кÿлĕнмелле-ха; Паллах, арçын ачан хул пуççийĕ çине пысăк çĕклем лекнĕ – вăл амăшĕн тĕрекĕ пулса тăнă.

Ĕç – пурнăç тыткăчи, теççĕ. Ял çынни валли хĕлле те, çулла та ĕç пайтах. Николай Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех колхоз ĕçне чылай хутшăннă: суха та тунă, тырă та вырнă, авăн та çапнă... Хĕрÿ ĕçре вăхăт иртни те сисĕнмен темелле. Анчах унăн чун-чĕринче яланах малалла вĕренсе пĕлĕве ÿстерес туйăм тапса тăнă. Çак тĕллевпех вăл Канашри учительсен институтне, физикăпа математика уйрăмне, кайса кĕнĕ. Икĕ çултан вĕрентекен пулса тăнă. Çамрăк ăрăва тарăн пĕлÿ парса тавра курăмне анлăлатассишĕн, тĕрĕс воспитани парассишĕн вăй-халне шеллемен.

Малашлăха туртăнакан çамрăк темиçе çултан çĕршывăн тĕп хулине – Мускава çул тытнă. Кунти Тимирязев ячĕллĕ ял хуçалăх академийĕнче инженер-механик профессине алла илнĕ. Çĕннине, малта пыракансен опытне ĕçе кĕртессишĕн ĕмĕрĕ тăршшĕпех тăрăшнă Николай Федорович.

1969 çулта ăна райĕçтăвком председателĕ пулма шаннă. Николай Федорович ял хуçалăх, строительство, промышленность производствин проблемисене лайăх пĕлнĕ, тарăннăн ăнланнă.

– Халĕ Хĕрлĕ Чутайăн Çĕнĕ урамĕ вырăнĕнче тырă кашласа ларатчĕ, – аса илчĕ иртнине Н.Майоров. – Çавăнта строительствăн çĕнĕ объекчĕсене хăпартма пуçларăмăр. Сăмахран, халĕ район администрацийĕ вырнаçнă çурта тума тытăнчĕç. Кунпа пĕрлех автомобильсен гаражĕ, котельнăй тата пурăнмалли икĕ çурт çĕкленчĕç. Путвалта (халĕ унта "Альфа" лавкка) буфет уçрăмăр. Ку кăна мар-ха, райĕçтăвкомран пуçласа шоссе патне çитиччен тăпра хăпартса çул турăмăр. Котельнăй çывăхĕнче улмуççисем лартса пĕчĕк сад йĕркелерĕмĕр. Чи пахи – 1971 çулхи февраль уйăхĕнче вырăнти влаç органĕсем çĕнĕ çурта куçни.

Николай Федорович райĕçтăвком председателĕнче ĕçленĕ вăхăтра музыка шкулĕ уçăлнă. Кивĕ центрта чиркĕве хирĕç ресторан ĕçлеме пуçланă. Çăкăр завочĕ хăйĕн продукцине пама тытăннă. Кирпĕч завочĕн производство лаптăкне пысăклатнă. Унта çĕнĕ технологипе ĕçлессине йĕркелесе янă. Механизаци пулăшнипе кирпĕч тиес тата пушатас ĕçсене туса пынă. Çакă продукци пахалăхне лайăхлатма пулăшнă. Сăмах май, çав çулсенче кирпĕч туянма Элĕк, Етĕрне тата Çĕмĕрле районĕсенчен те килсе çÿренĕ.

– Çав çулсенчех Мучикасси çывăхĕнче асфальт завочĕ хута кайрĕ, – терĕ малалла Николай Федорович. – Çапла вара çул-йĕре асфальт сарса хытарасси вăй илчĕ. Туканашри чăх-чĕп фабрикин объекчĕсене тăвас ĕç те анлă сарăлса кайрĕ. Кÿпеш ялĕ çывăхĕнче ОКС строительстви вĕçленчĕ. Унта кайăк-кĕшĕкпе çамрăк выльăхсем валли витаминлă курăк çăнăхĕ кăларма пуçларĕç.

Çакна та каласа хăварас килет. Вăрман урлăри ялсене каякан шоссе тума тытăнтăмăр. Унăн строительствине хуçалăхсем хутшăнчĕç. Вĕсене вара Чăваш авто çул-йĕр управленийĕ пысăк пулăшу пачĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, 1969-1972 çулсенче нумай çурт-йĕр çĕклерĕмĕр.

70-мĕш çулсенче çĕр ĕç культури лайăхланнине те палăртмалла. Паха вăрлăх акса хăварса тухăçлă тыр-пул çитĕнтеретчĕç ял çыннисем. Органика тата минерал удобренийĕсемпе пĕлсе усă курнă. Выльăх йышĕ ÿснĕ, ăратлăхĕ лайăхланнă. Выльăх-чĕрлĕх продукцийĕсем туса илессине ÿстерессипе те кашни хуçалăхрах тимлесе ĕçленĕ.

Паллах, райĕçтăвком председателĕ ял хуçалăхĕпе промышленноçа тата строительствăна аталантарас тĕлĕшпе кăна ĕçлемен. Халăха вĕрентес, сывлăха сыхлас, культурăна çĕклес, йĕркелĕхе çирĕплетес тĕлĕшпе те яваплă пулнă вăл.

Райĕçтăвкомра ĕçлеме тытăниччен Николай Федорович хăйне кирлине пĕлсе çитме, пурнăçра пуян опыт пухма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Вăл пĕр вăхăт Енкĕлтри "Красный Маяк" колхоз председателĕнче вăй хунă. Çĕр ĕç культурине лайăхлатас, тыр-пул тухăçне ÿстерес, выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхне хăпартас тесе тăрăшнă. Кашни ĕçе вăхăтра та пахалăхлă пурнăçлассишĕн çине тăнă. Колхозниксемпе те, ял хуçалăх специалисчĕсемпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлни ăна кулленхи ĕçре пулăшса пынă. Кун хыççăн вăл Хĕрлĕ Чутайри "Сельхозтехника" пĕрлешĕвĕнче аслă инженер пулнă.

Çав çулсенчех республикăра та, районта та хăмла çитĕнтерес ĕç анлă сарăлса кайнăччĕ. Кашни хуçалăхрах "симĕс ылтăн" пахчисем пурччĕ. Çак культурăна пăхса тăрассине, пухса кĕртессине механизацилес тапхăр пыратчĕ. Çав хĕрÿ вăхăтра Николай Федоровича республикăри "Чувашхмельпром" треста куçарчĕç, унта вăл директорăн хăмла туса илессине механизацилес енĕпе ĕçлекен çумĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пынă. Чăваш Енĕн нумай районĕсене тухса çÿренĕ, специалистсемпе ертÿçĕсене кирлĕ канашсемпе сĕнÿсем парса пулăшнă.

Шупашкарта пурăннă çулсенчех Николай Федорович промышленность тракторĕсен завочĕн производство начальникĕн çумĕнче, çавăнтах тĕп механик çумĕнчи ют çĕршывран кÿрсе килнĕ оборудование юсакан техбюро начальникĕнче ĕçленĕ.

Кирек ăçта кайсан та тăван Енкĕлт ялĕ, унăн çыннисем, кÿршĕ-аршă самантлăха та асран тухман. Паллă ĕнтĕ, çуралса çунат сарнă тăрăх вăл яланах хăй патне туртать, йыхăрать. Николай Федорович та пĕр хушă тĕп хулара ĕçлесе пурăннă хыççăн тăван киле таврăнать. "Сура" совхозра тĕп инженерта, профком председателĕнче вăй хурать. Хыççăн райĕçтăвкома пай заведующине куçараççĕ. Вăл 1990 çулта Хĕрлĕ Чутай ял Канашĕн ĕçтăвкомĕн председателĕнчен тивĕçлĕ канăва тухать.

Çакна каламалла: Николай Федорович кирек ăçта ĕçлесен те хăйне мăнна хуман, чапшăн çунман. Халăх хушшинче сăпайлă пулнă, çынна ăнланма тата пулăшма тăрăшнă. Халĕ те çаплах. Çамрăк мар ĕнтĕ вăл, ĕнер, майăн 5-мĕшĕнче, 79 çул тултарчĕ. Çапах ватлăха парăнасшăн мар-ха. Кил-тĕрĕшре ĕçлет, çу кунĕсенче пахчара тăрмашма юратать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика