06 мая 2009 г.
Çак ыйтупа калаçу пуçларăм Çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн (ÇÇХПИ) управленийĕн пуçлăхĕпе В.Ежеевпа.
– Чăнах та фотовидеофиксаци камерисем вырнаçтарнă хыççăн çул-йĕр правилисене пăсасси чакнине палăртас килет. Уйрăмах – çав камерăсем пур вырăнсенче. Çак приборсем водительсене йĕркене хăнăхтараççĕ, пысăк хăвăртлăх çинчен манма хистеççĕ. "Лăпкă çÿрекен инçе кайнă", – тесе ахальтен каламан-тăр. Фотовидеофиксаци камерисем мобильлĕ. Çавăнпа та вĕсене пĕр вырăнтан урăх çĕре куçарсах тăрĕç. Кунсăр пуçне мĕнле хăвăртлăхпа пынине кăтартакан 11 хатĕрпе (вĕсене те вырăнтан вырăна куçарма пулать) малашне те усă курăпăр. Асăннă приборсене çул-йĕрпе патруль службин машинисем çине вырнаçтараççĕ.
– Пĕтĕмĕшле илсен республикăри çул-йĕр çинчи лару-тăру мĕнлерех;
– Пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан синкерлĕ пулăмсен шучĕ 0,4 процент чакнă. Çапах паян та аварисенче çын пурнăçĕ татăлни пăшăрхантарать. Çулталăк пуçланнăранпа пирĕн тăрăхра 284 авари пулнă. Çул çинче асăрханулăха çухатнине пула 51 çын чĕри тапма чарăннă, 375-ĕн аманнă.
– Чăваш Республикин Президенчĕ хăйĕн Çырăвĕнче çул çинчи йĕркене пăснине асăрхаттарассине халалланă уйăхлăхсем е вунă кунлăхсем тăтăшах ирттерме сĕннĕччĕ. Ку тĕлĕшпе мĕнле мероприятисем палăртнă;
– ÇÇХПИ ĕçченĕсем кашни уйăхрах республикăра "Автобус", "Ачасем", "Хăвăртлăх" тата ытти рейдсем ирттереççĕ. Çавăн пекех шкулсенче, автотранспорт предприятийĕсенче Профилактика кунĕсем йĕркелетпĕр. Февраль уйăхĕнче республикăра "Хастарлăх эрни" акци ăнăçлă иртрĕ. Планра – "Асăрхануллă пулăр, ачасем" тата "Автобус" операцисем. Вĕсене тапхăр-тапхăрпа йĕркелĕпĕр.
– Иртнĕ çул шкул автобусĕсем пăтăрмаха лекнĕччĕ. Ун пекки урăх ан пултăр тесе тивĕçлĕ мерăсем йышăннă-и;
– Чăнах та 2008 çулта Чăваш Енре шкул автобусĕсем аварие лекнĕ виçĕ тĕслĕхе шута илнĕ. Вĕсене пула 12 вĕренекен, ачасемпе пулнă икĕ çын тата пĕр водитель аманнăччĕ. Икĕ тĕслĕхĕнче шкул автобусĕсен водителĕсем айăплă пулнă.
Шкул директорĕсемпе, водительсемпе, яваплă çынсемпе курса калаçнă.
Кăçал юлашки икĕ уйăхра шкул автобусĕсен 14 водительне йĕркене пăснăшăн административлă майпа яваплăх тыттарнă. Çав шутра пĕрне – ÿсĕр пулнине тĕрĕслеме ыйтнине пурнăçламаншăн.
Кăçал ачасене илсе çÿрекен транспорт пăтăрмаха лекнĕ тĕслĕх пулман. Ан пултăрччĕ те.
– Владимир Федорович, пĕлес килет: республикăра пĕтĕмпе миçе автомобиль;
– 2009 çулхи март уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 260 пин автомашинăна шута илнĕ. Вĕсен шучĕ, каламалла, кризиса пăхмасăр ÿссех пырать. Пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан – 2,5 процент пысăкрах.
– Штрафсенчен бюджета мĕн чухлĕ укçа кĕни те кăсăклă.
– 2008 çулта, сăмахран, 56 миллион тенкĕ ытла. Кăçалхи юлашки икĕ уйăхра – пилĕк миллион ытла. Ку пĕчĕк е пысăк цифра – хăвăр шутлăр.
– Инспекторсене хирĕçÿллĕ лару-тăруран тухма вĕрентес тĕллевпе ятарлă занятисем тата тренингсем ирттернине пĕлетĕп. Тĕплĕнрех каласа параймăр-ши;
– ÇÇХПИ инспекторĕн ĕçĕ çынпа хутшăнассипе çыхăннă. Çул çинче тĕрлĕ çынпа тĕл пулма тивет, çавăнпа та инспекторăн лайăх психолог та пулмалла. Ку тĕлĕшпе пирĕн сотрудниксене ятарлă тренингсем пулăшмаллах тесе шутлатăп.
– Фотовидеофиксаци камерисем патнех таврăнар-ха. Вĕсене ÿкерсе илни тăрăх йĕркене пăсакансем патне ÇÇХПИ-рен çыру килмелле. Унашкал çырусем çинчен хăвăр та сăмах тапратнăччĕ пресс-конференцире. Петербургра "телей хучĕсем" кĕркуннех илме пуçланăччĕ водительсем. Анчах ултавçăсем çырусем çырса аппаланни çиеле тухнăччĕ. Ун чухне хулара пĕр камера та вырнаçтарман иккен. Чăн çырусене мĕнле уйăрса илмелле;
– Суя пек туйăнать-тăк 62-00-22, 62-32-95, 62-50-30 телефонпа шăнкăравлама сĕнетĕп.
– Кашни хулара, районта аварисем пĕрмаях пулакан вырăнсем пур.
– Пĕлтĕрхи пĕтĕмлетÿсем тăрăх Шупашкарти "хура списока" 57 вырăна кĕртнĕ. 2007 çулта çак списокра 17 пункт нумайрах пулнă. Ăна тĕттĕмре çутатакан паллăсем вырнаçтарнине, çынсен хăйсем тĕллĕн çÿрекен сукмаксене пĕтернине пула кĕскетме май килчĕ. Сăмахран, Шупашкар хулинчи Мускав проспектĕнче карта тытнă хыççăн çул урлă каçакан пĕр çын та шар курман. Тата "хĕрÿÿ" вырăнсенче ÇПС экипажĕсене тăрататпăр. Çак списокпа пирĕн сайтра паллашма пулать.
Тĕпчесе пĕлнĕ хыççăн федераци автоçулĕ çинче 94 "хĕрÿÿ" вырăн палăртнă. Республикăра 42 вырăн водительсене асăрхануллăрах пулмалли çинчен аса илтерет. Уйрăмах – Шупашкар, Çĕмĕрле, Йĕпреç районĕсем тăрăх иртекен çулсем çинче.
Калаçу вăрăма тăсăлчĕ. Ыйту хыççăн ыйту тупăнсах тăчĕ. Паллах, хĕрарăм-водительсем çинчен те сăмах пулчĕ. Эпĕ: "Этемлĕхĕн черчен пайĕ йĕркене пăхăнать вĕт. Вĕсем çул çинче питĕ тимлĕ", – тесе çирĕплетме тăрсан тÿрех пÿлчĕ Владимир Федорович. Çук иккен, чиперккесем те хăвăрт çÿреме кăмăллаççĕ. Шупашкарта виçĕ уйăхра хĕрарăм-водительсем 10 аварие лекнĕ. Вĕсенчен пилĕк тĕслĕхĕнче хăйсем айăплă пулнă. Эпир, хĕр-хĕрарăм, арçынсенчен юласшăн мар: ĕçре те, общество пурнăçĕнче те... Анчах руль умĕнче те пулин вĕсене хăвалама кирлĕ мар тесе шутлатăп. Пирĕн çĕр çинчи мисси – йăха тăсасси. Çавăнпа та хамăра упрар, юрать-и