06 мая 2009 г.
Пĕрремĕш ыйтупа 2008 çулхи район бюджетне мĕнле пурнăçлани çинчен райадминистрацин финанс пайĕн заведующийĕ О.Музякова отчет туса пачĕ. Вăл çакна палăртрĕ: иртнĕ çул пурĕ 195735999,40 тенкĕлĕх тупăш илмелле пулнă. Чăннипе вара 195208701,94 тенкĕ пухăннă. Ку вăл планăн 99,73 проценчĕ. Тăкак 197540880,37 тенкĕпе танлашмалла пулнă, вăл 194832149,53 тенке çитнĕ е 98,63 процент. Çавăн пекех Ольга Викторовна кăçалхи пĕрремĕш квартал бюджетне мĕнле пурнăçласа пынипе паллаштарчĕ. Унăн тупăш пайĕ 213168675,00 тенкĕпе танлашмалла. Виçĕ уйăхра 44388229,80 тенкĕ пухăннă. Ку вăл планăн 20,82 проценчĕ. Тăкаксем 213994775,00 тенкĕ пулмалла, тĕрĕссипе вара, вĕсем 35919209,84 тенкĕ е 16,79 процент.
Отчета сÿтсе явма депутатсен Пухăвĕн депутачĕ, Ю.Николаев бюджет, экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсем енĕпе хĕçлекен яланхи комитет председателĕ утшăнчĕ. Вăл хăйĕн сăмахĕнче 2008 çулхи бюджета пурнăçлас енĕпе япăх мар ĕçленине палăртрĕ. Шел пулин те, кăçалхи пĕрремĕш кварталта ку тĕлĕшпе мĕн кирлине пурне те туса çитереймен. Çавăнпа та умра пысăк та çивĕч задачăсем тăраççĕ. Акă, хальхи вăхăтра ял хуçалăхне аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Çур акине вăхăтра, пахалăхлă ирттерни вăйлă тыр-пул туса илме пулăшĕ. Вăрлăх çителĕклĕ хатĕрлесе хăварманни чăрмавсем кăларса тăратма пултарать. Уйрăм çынсене çĕре харпăрлăха парасси те районта япăх пулса пырать.
Çу кунĕсенче выльăх-чĕрлĕхрен ытларах продукци илессишĕн тăрăшмалла.
Ура айĕнчи йÿнĕ апатпа туллин усă курмалла. Ĕçлекенсене тÿлес ыйтăва та татса пама вăхăт. Халĕ уйăхри вăтам ĕç укçи 4330 тенкĕпе танлашать. Никамăн та шалу çакăнтан кая пулмалла мар.
Депутатсен Пухăвĕн ларăвĕ 2008 çулхи бюджета мĕнле пурнăçласа пынин отчетне çирĕплетсе хăварчĕ.
2009 çулхи çуллахи тапхăрта çамрăксемпе ачасене ĕçпе тивĕçтерес, канăвне йĕркелес ыйтупа вĕрентÿ пайĕн инспекторĕ М.Глухова тухса калаçрĕ.
– Иртнĕ çул каникул кунĕсенче шкул çумĕнче йĕркеленĕ лагерьсене 827 ача çÿренĕ, – терĕ Мария Николаевна, – ку вăл вĕренекенсен 42 проценчĕ. 14-18 çулхи çамрăксене ĕçе вырнаçтарма пĕлтĕр федераллă бюджетран 154 пин тенкĕ уйăрнă. Çул çитмен 261 çамрăка ĕçпе тивĕçтернĕ. 2008 çулта вырăнти бюджетран ку енĕпе 16915 тенкĕ уйăрса панă.
Кăçал ачасен сывлăх лагерьне 470 вĕренекене йышăнаççĕ. Вĕсене канма, ĕçлесе вăй пухма условисем пулаççĕ.
Çак ыйтупа депутатсен Пухăвĕн ларăвĕ кирлĕ йышăну турĕ.
Район больницин тĕп врачĕ И.Сидоров "Сывлăх" наци проекчĕ районта мĕнле пурнăçланса пынине пĕлтерчĕ. Вăл каланă тăрăх, иртнĕ çул вăтамран арçынсем – 61,5 çул, хĕрарăмсем 74 çул пурăннă. Статистика çакна кăтартса парать: юн çаврăнăшĕ пăсăлнипе, сарăмсăр тĕслĕхсемпе, аманнипе тата наркăмăшланнипе çынсем ытларах вилеççĕ.
Юлашки çулсенче районта пĕтĕмĕшле врач практикин тăватă уйрăмне уçнă. Вĕсенче ĕçлеме ултă врач тата вăтам пĕлÿ илнĕ 17 медицина ĕçченĕ хатĕрленĕ. Юлашки тапхăрта çулсерен васкавлă пулăшу чĕнесси сахалланать. "Сывлăх" наци проектне пурнăçласа васкавлă пулăшу валли тăватă автомобиль илсе килнĕ. Хакĕ 1515880 тенкĕпе танлашать. Медицина оборудованийĕн комплектĕнче дефибриллятор, электрокардиограф, ÿпкене искусствăлла майпа сывлаттарма пулăшакан аппарат тата ытти те пур. Вĕсемпе усă курни чирлисене больницăна илсе килнĕ чухне çăмăллăх парать.
Депутатсем И.Сидоров пĕлтернине шута илнĕ.
Депутатсен Пухăвĕн ларăвне хутшăннисем кашни ыйтăвах тĕплĕн пăхса тухса сÿтсе явнине палăртмалла. Кунсăр пуçне вĕсем З.Спиридонова поэт-юрăçа тата В.Ермолаев ÿнер ăстине "Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ята парас ыйтупа Чăваш Ен Президенчĕ патне тухма, Вишенерте пурăнакан, 16 ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă Р.Антонована "Хĕрлĕ Чутай районĕн Хисеплĕ гражданинĕ" ят пама йышăнчĕç.
Çавăн пекех район Пухăвĕн депутачĕ И.Никифоров панă депутат ыйтăвне пăхса тухрĕç.