АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Анне чĕлхи – чĕкеç чĕлхи

06 мая 2009 г.

Чăваш энциклопедийĕн иккĕмĕш томĕ вулакан патне çитрĕ. Унта 2400 статья (вĕсенчен 1040-шĕ биографи статйи), 550 сăн ÿкерчĕк (вĕсенчен 225-шĕ тĕслĕ сăн ÿкерчĕк) вырнаçтарнă. Иккĕмĕш том ж-л сас паллисенчен тăрать.

Апрелĕн 22-мĕшĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче Чăваш энциклопедийĕн иккĕмĕш томĕн презентацийĕ иртнĕ. Ăна хаклама ЧР культура министрĕн çумĕ А.Белов, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ В.Григорьев, асăннă энциклопедие кун çути кăтартакансемпе вулакансем хутшăннă.

Чи малтанах ЧР культура министрĕн çумĕ А.Белов сăмах илнĕ, энциклопедие кăларма пулăшнă ĕçченсене тав тунă. Чăваш Республикин электрон энциклопедине хатĕрлеме пуçланине пĕлтернĕ. Çавăн пекех хальхи вăхăтра виççĕмĕш томпа ĕçленине каланă. Чăваш энциклопедийĕн иккĕмĕш томне кун çути кăтартакан хастар ĕçченсене ЧР Культура министерствин Хисеп хучĕпе чысланă. Çак ята Р.Игнатьева ертÿçĕ редактор, филологи наукисен докторĕ В.Родионов профессор, педагогика наукисен докторĕ М.Харитонов профессор, Чăваш патшалăх универститечĕн чăваш филологипе культура факультечĕн преподавателĕ Ф.Федоров тивĕçнĕ. Сăмах май, халăхăн "ылтăн кĕнекине" кăларма 200-е яхăн автор хутшăннă, вĕсенчен 150-шĕ – республикăри аслă шкулсенче вăй хуракан преподавательсем. Унсăр пуçне сăваплă çак ĕçе архив çыннисене те явăçтарни çинчен каланă Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ В.Григорьев. Штатра авторсем çукран (Пушкăртстанпа Тутарстан Республикисенчи пек) "лава туртма" çăмăлах мар.

Виççĕмĕш тома кăçалхи июль уйăхĕнче вĕçлемеллине палăртнă В.Григорьев, вăл м-с сас паллисенчен пуçланакан сăмахсенчен тăрĕ. Хальлĕхе статьясен 80 проценчĕ хатĕр. Çав вăхăтрах тăваттăмĕш томпа та ĕçлеççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика