АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чыс та мухтав

08 мая 2009 г.

Тăван çĕршывăн Отечественнăй вăрçинче çĕнтернĕренпе 60 çул ытла ĕнтĕ иртрĕ. Çĕршыв историйĕнчи çак пысăк пулăм çынсен асĕнче, сăвă йĕркисенче, юрăсенче... ĕмĕрлĕхех юлать. Искусство хайлавĕсем хăйсен пысăк туйăмлă вăйĕпе иртсе кайнă пулăмсене чĕртме пултараççĕ. Хаяр вăрçă çулĕсенчи юрăсем паянхи кун çут тĕнчере пурăнакансен чун-чĕрине хумхантарса янăраççĕ.

Аслă Çĕнтерĕве 65 çул çитессине халалласа иртекен Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн "Çĕнтерÿ салючĕ" фестивалĕ пирки республикăри халăх ăсталăхĕн Çурчĕн директорне Лия Чернована каласа пама ыйтрăм.

– Сирĕншĕн Çĕнтерÿ уявĕ мĕнле пĕлтерĕшлĕ; Ăна епле туйăмпа кĕтетĕр;

– Çĕнтерÿ кунĕ – пирĕншĕн пуриншĕн те чи яваплă та сумлă уяв. Паянхи кун компьютер вăййисемпе телевиденин шоусем çинче ÿсекен ăрушăн патриотла воспитани питĕ кирлĕ. Анчах та пире лозунгсемпе чĕнÿсене хăпартланса калани çеç кирлĕ мар, тăван ял, çынсем çинчен сăнарлакан мероприятисене илĕртÿллĕ пурнăçламалла. Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă çынсене тав тумалла, вĕсем-çке пире ирĕклĕ пурăнма, юратма май туса панă.

– Кăçал Чăваш Ен Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн "Çĕнтерÿ салючĕ" фестиваль мероприятийĕн регион центрĕ пулать;

– Çĕршывăн пĕтĕм регионĕнче те çак фестивалĕн мероприятийĕсем сарăлнă. Вăл 2008 çулта Волгоградра старт илчĕ. Фестиваль пирĕн республикăна кăçалхи октябрь уйăхĕнче çитĕ. Пирĕн пата Пушкăртстан, Мордови, Тутар, Удмурти республикисенчен, Пермь крайĕнчен, Киров, Чул хула, Оренбург, Пенза, Самара облаçĕсенчен тата Атăлçи федераллă округĕнчи ытти регионтан хăнасем килеççĕ.

Чи лайăх пултарулăх коллективĕсем, ăста юрăçсем 2010 çулхи май уйăхĕнче Аслă Çĕнтерĕве 65 çул çитессине халалласа Мускавра иртекен уява хутшăнĕç.

– Халĕ республикăра "Çĕнтерÿ салючĕ" фестивалĕн мĕнле мероприятийĕсем пыраççĕ;

– Чăваш Енре çак ятпах халăх пултарулăхĕн республикăри фестивалĕ пырать. Вăл патриотла воспитани енĕпе иртекен конкурссемпе фестивальсене пĕрлештерет: Аслă вăрçă çулĕсенчи "Килтен тухрăм – пуç тайрăм..." халăх юррисене юрлакансем, ветерансен "Çурхи çак куна манма пулмасть" хорĕ, театрсемпе драма коллективĕсен "Мухтав ахрăмĕ", ташă ушкăнĕсен "Ташша яра пар!", ачасен художествăлла пултарулăхĕн "Черчен чечексем".

"Çĕнтерÿ салютне" халалласа вĕрсе каламалли кĕввĕн "Серебряных труб фанфары" фестивальне, фольклор коллективĕсен регионсем хушшинчи ачасен "Пĕчĕк çеç путене" V фестивальне, юрлама юратакансен "Весна Победы" пĕрлешĕвĕпе патриотла клубсен смотрне, ÿнер искусствин тата илем кÿрекен япаласен "Çĕнтерÿ символĕсем" курав-конкурсне ирттереççĕ. Хăш-пĕр фестивальсем – йăлана кĕнĕ тăрăх, теприсем пĕрремĕш хут пулаççĕ.

– Ку мероприятисенче хăш коллективсем активлă, асра юлмалла хутшăнаççĕ;

– Халăх ăсталăхĕнче малти вырăнта, яланхилле, – ветерансем. Çĕнĕ ăру вĕсен паттăрла аваллăхне пĕлнине, ăнланнине ветерансене туйтарни паха. Ветерансем "Çурхи çак куна манма пулмасть" фестивале хутшăнчĕç. Республикăри кашни Культура çурчĕсенчех хор коллективĕсем, вокал ансамблĕсем, клуб учрежденийĕсен солисчĕсем хăйсем пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Кашни хула-район уйрăм юрлакансене, коллективсене палăртма пулать. Акă, Çĕнĕ Шупашкарти "Химик" Культура çуртĕнчи ветерансен халăх хорне, Çĕмĕрле хулинчи "Восход" Культура çуртне, Шупашкарти – "Салют", Куславкка районĕнчи паллă вокал дуэтне – В.Никифоровпа Г.Егоров тата ыттисене те.

Октябрьти фестивалĕн юлашки мероприятийĕсен программинче – вăрçă çулĕсенчи юрăсем, сăвăсем, хайлавсем, драматурги, симфони музыки.

– Салтак ăсатăвĕпе, вăрçă темипе çыхăннă чăваш йăли-йĕркисем сыхланса юлчĕç-и;

– Юрăсем, йăла-йĕркесем урлă ăруран ăрăва чи пахи, таси куçать. Шел пулин те, пирĕн куç умĕнчен авалхи юрăсем, вĕсене шăрантаракансем çухалаççĕ. Анчах та вĕсене вăрçă çулĕсенчи ачасем асра тытаççĕ. Пирĕн çак паха пуянлăха упраса пулас ăрăва парса хăвармалла. Çак тĕллевпе кăçал эпир пĕрремĕш хут Аслă вăрçă çулĕсенчи "Алăкран тухрăм, ай, тайăлтăм" халăх юррисене юрлакансен республикăри фестиваль-конкурсне йĕркелерĕмĕр. Пултарулăх коллективĕсем унта хаваспах хутшăнчĕç. Пĕр сцена çинче фестиваль вăхăтĕнче студентсем, ачасем, фольклор коллективĕсем пулни паха.

Фестивалĕн чи лайăх саманчĕсене аса илес килет. Вăл темиçе тапхăрпа иртрĕ: ялсенче, районсенче тата куст центрĕсенче. Патăрьелти "Çăл куç", Шăмăршăри "Шуçăм", "Ахаяс", Елчĕкри "Шанăç"... пысăк ăсталăх кăтартрĕç. Куславкка районĕнчи "Çеçпĕл" фольклор ансамблĕ чи пĕрремĕш хут пысăк сцена çине тухса куракансене, жюри членĕсене вырăнти йăла-йĕркесене пĕлнипе, лайăх юрланипе тĕлĕнтерчĕ. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа кану центрĕн фольклор ансамблĕ те интереслĕ.

Пултарулăх коллективĕсен ертÿçисем чăваш тумĕсене çĕнетессипе, вырăнти йăла-йĕркесене чĕртсе ярассипе питĕ тĕплĕ ĕç тунă. Майăн 20-мĕшĕнче Шупашкарта фестивалĕн гала-концертне хутшăнакан коллективсемпе уйрăм ăстасен ертÿçисен семинар-канашлăвĕ пулать. Унта июнĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарта иртекен Республика кунне халалланă театрализаци представленийĕсен тĕп саманчĕсене тата режиссурине тишкерме палăртаççĕ.

– Фестивальте ачасен коллективĕсем пулаççĕ-и;

– Çĕнтерÿ юбилейне тĕрлĕ акцисем халалланă: фольклор уявĕсем, ташă, хор, театр фестивалĕсем. Пине яхăн çамрăк ташăçăсен хореографи коллективĕсен "Ташша яра пар" республикăри фестиваль-конкурса хутшăнчĕç. Халăх, бал, классикăпа хальхи ташăсене ăста кăтартса пачĕç.

Пулса иртнĕ республика фестивалĕнчи чи лайăххисем, пултаруллисем Республика кунне халалласа иртекен гала-концерта хутшăнма хатĕрленеççĕ. Çав хушăрах вара республика фестивалĕн пĕрремĕш тапхăрĕ пырĕ – ачасен художествăлла ăсталăхĕ, театрсемпе драма коллективĕсем, муниципаллă территорисенче – пултарулăх отчечĕсем, смотрсем, конкурссем, куравсем тата ытти мероприятисем.

Халăх пултарулăхĕн "Çĕнтерÿ салючĕ" фестиваль – пирĕн халăхăн паттăрлăхне, хастарлăхне, харсăрлăхне пĕлтерекен символ. Çавăнпа та чи малтанах ветерансене, культура сферинче ĕçлекенсене çак чăннипе те пысăк уявпа – Çĕнтерÿ кунĕпе пĕтĕм чун-чĕререн саламлас, нумай пурăнма ырă сывлăх, телей сунас килет. Яланах мирлĕ тÿпе тата ăшă çемье вучахĕ пултăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика