08 мая 2009 г.
Çухатусем кÿнĕ ырату вун-вун çул иртсен те лăпланмасть. Турхан ялĕнче 1925 çулта çуралнă Гавриил Порфирьевич Воронов та паянхи кунчченех Аслă вăрçă çулĕсене, çапăçу хирĕнче пуçĕсене вăхăтсăр хунă юлташĕсене тата Çĕнтерÿ кунĕ çитнипе тĕлĕнмелле савăннине асра тытать. Вăрçă пирки сăмах пуçарсанах унăн куçĕсем шывланаççĕ.
– 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче вăрçă пуçланнине пĕлтерчĕç. Вара ялтан çамрăксене, вăй питти арçынсене Тăван çĕршыва сыхлама илсе кайрĕç, – сăмахне пуçларĕ Гавриил Порфирьевич. – Ялта эпир çеç, ачасемпе хĕрарăмсем, юлтăмăр. Эпир ирех колхоз ĕçне кÿлĕнтĕмĕр: лашасемпе уй-хире сухалаттаратчĕç. Кăнтăрла кĕлтесене кĕртеттĕмĕр, каçхине урхамахсене пăхаттăмăр. Пур ĕçе те тунă. Нихăçан та нăйкăшман, ывăнтăм тесе пăлахая пемен. Мĕн каласси ĕнтĕ, 1941-1942-мĕш çулсенче ялта лашасемпе арçынсем юлмарĕç те.
1943 çулта Турхан ялĕнчи тăхăр çамрăка повестка панă. Çак йышра Гавриил Порфирьевич та пулнă.
Тавар вакунне лартса каччăсене тÿрех Инçет Хĕвелтухăçне – Уссурийск хулине çитернĕ. Салтак тумне тăхăнтартсанах тĕрлĕ чаçсене уйăрнă. Г.Воронов пушкăпа артиллерин 214-мĕш арми бригадине лекнĕ. Присяга тытнă хыççăнах, тепĕр кунне, фронта илсе кайнă.
Хаяр çапăçусем пуçланнă. Гавриил Порфирьевичăн куçĕ умĕнчех мĕн чухлĕ совет салтакĕ вăхăтсăр куçне хупман-ши; Вăл мĕн тÿснине, курнине сăмахпа пĕлтереймĕн.
– Хăш-пĕр чухне вăрçă нихăçан та пĕтмест пек туйăнатчĕ, – тет Г.Воронов. – Эпир черетлĕ çапăçусенчен питĕ ывăнаттăмăр. Курăк çине ÿксе тутлă ыйхăпа çывăрса каяс килетчĕ. Анчах та Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕç, яваплăх кун пек тутармастчĕ. Юлашки юн тумламĕччен пĕр тĕллевпе – тăван çĕре фашистсенчен тасатассипе – çапăçрăмăр. Пирĕн пысăк ĕмĕт пурнăçланчĕ. Эпир, совет салтакĕсем, пĕрле кар тăрса вирлĕн çапăçнипе нимĕç çарĕсене çĕнтертĕмĕр. Çакăнта пĕтĕм халăхăн тÿпи те пур. Çĕнтерÿ! Курасчĕ сирĕн салтаксен виçесĕр савăнăçне!
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пĕтсен те Гавриил Порфирьевичăн киле килме тÿр килмен. 1945 çулхи августăн тăххăрмĕшĕнче каçхине çар тревогипе вĕсене Инçет Хĕвелтухăçĕнчи пĕрремĕш фронта илсе кайнă. Салтаксен Китайпа Корея халăхне Япони импералисчĕсенчен ирĕке кăларма тивнĕ. Тăван ене 1949 çулхи мартăн 17-мĕшĕнче çеç çитме тивнĕ унăн. Çапăçусенче хастарлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн Г.Воронова "Çапăçура палăрнăшăн", "Японие çĕнтернĕшĕн" медальсемпе наградăланă, юбилей медалĕсем те чылай.
Вăхăт пĕр шелсĕр малалла шăвать. Çулсем ветеранăн çÿçне шуратнă ĕнтĕ. Акă, кăçал Аслă Çĕнтерĕве 64 çул çитнине паллă тăватпăр. Гавриил Порфирьевичăн асне вара каллех, миçемĕш хут ĕнтĕ, вăрçă çулĕсем аса килеççĕ.