08 мая 2009 г.
Кăçал Раççей халăхĕ Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 64 çул çитнине уявлать. Ăна халалласа майăн 5-мĕшĕнче районти культурăпа кану центрĕнче патриотизмла сăвăсен конкурс-фестивалĕ иртрĕ.
Фестивале 24 конкурсант хутшăнма кăмăл тунă. Çамрăк ачасем вăрçă хирĕнче паттăрлăх кăтартнă салтаксем, тылра нушаланнисем, ашшĕ-амăшĕсем, мăшăрĕсем хаяр çапăçусенче пуç хунишĕн хурланни çинчен чылай сăвă шăрантарчĕç. Ун чухнехи йывăр çулсене сăнлакан сăвă йĕркисене пухăннисем хумханса та куççульленсе итлерĕç. Акă, Атнарти вăтам шкулта 11 класра вĕренекен Лариса Яковлева Ю.Сементерĕн «Амăшĕ ывăлĕн палăкĕ умĕнче» сăвва чуна пырса тивмелле вуларĕ. Вăл фестивалĕн çĕнтерÿçи пулчĕ. Иккĕмĕш вырăнсене Атнарта 11 класра вĕренекен Татьяна Жигановапа («Сестра» сăвă) Хĕрлĕ Чутайри 11 класра ăс пухакан Кристина Кудряшова («Баллада о матери») пайларĕç. Кунта Т.Жиганова сцена çине çар тумĕпе тухса салтак-хĕр паттăрлăхĕ çинчен сăвă вуларĕ. Куракансем унăн пултарулăхне пысăк хак пачĕç. Виççĕмĕш вырăна Н.Петров (Тури Çĕрпÿкасси), Ольга Тимофеева (Хĕрлĕ Чутай), Алиса Крикова (Питĕркасси) тивĕçрĕç.
Çитĕнекен ăру патриотизмла сăвăсен фестивальне хастар хутшăнни савăнтарать. Апла пулсан çамрăксен чун-чĕринче патриот хĕлхемĕ пур-ха.