13 мая 2009 г.
Ачасем – çĕршыв пуласлăхĕ, çавăнпа вĕсене тĕрлĕ енчен ăслă-тăнлă та сывлăхлă ÿстересси пирĕн тивĕç пулса тăрать. Ку тивĕçе ача çуралсанах килте, кайран ача сачĕсемпе шкулсенче куллен туса пымалла. Илемлĕ литературăсăр ăна ăнăçлă тăваймăн. Çакна эпир «Ман юратнă кĕнеке» проектпа ĕçленĕ май тата тарăнрах туйса илтĕмĕр. Шкул çулне çитейменнисем вулама пĕлеймеççĕ-ха, итлеççĕ кăна. Ачасем час-часах юмах-халап ярса пама ыйтаççĕ. Мĕншĕн кирлĕ-ши вĕсем пĕчĕкскерсене; Юмах-халап ачан ăс-тăнне, илемлĕх туйăмне аталантарма пулăшать, çĕршыва юратма, ырă кăмăллă пулма, ырăпа усала уйăрма, çут çанталăка юратма, урăхла каласан – пурнăç çине тĕрĕс пăхма пулăшать. Пĕчĕк çын юмаха пурнăçпа çыхăнтарма тăрăшать. Юмах тĕнчи ачан чун-чĕрине тыткăнлать. Юмах, апла пулсан, ачашăн йăпанмалли кăна мар. Пĕчĕккисем юмахçăн кашни сăмахне тимлĕн итлеççĕ. Юмах каласа панă май ачасене сăнатăн та, вĕсене пурне те юмах тĕнчинче куратăн. Çакă вара юмаха тата илемлĕрех, ăстарах каласа пама хистет, сисместĕн те – хăв та пĕчĕккисемпе пĕрле юмах тĕнчине çитсе килетĕн. Юмах-халапа вĕт-шакăр мĕнле ăнланасси каласа параканăн, юмах яраканăн ăсталăхĕнчен те нумай килет. Пĕр-пĕр юмаха ярса панă чух сасса кирлĕ пек улăштарса, харпăр хăй унта пулса курнă евĕр каласа парсан кăна юмах тĕнчине килĕштерме пулать. «Мĕнех вĕрентĕ юмах, мĕн тума кирлĕ вăл;», – тейĕç хăшĕсем, юмах пĕлтерĕшне ăнланмасăр. Чăнах та, ÿссе çитнĕ çынна юмах нимех те мар пек туйăнать. Анчах пĕчĕккисемшĕн вăл питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем юмахри ырă ĕçсемшĕн савăнаççĕ, усала питлеççĕ.
Вăрттăнлăх мар: илемлĕ литературăпа интересленесси, кĕнеке вуласси çулсерен чакса пырать. Ытларах ачасем вăхăта компьютер, телевизор умĕнче ирттереççĕ. Ку япăх мар пулĕ-ха ĕнтĕ, çапах та ученăйсем те кĕнеке вуланин усси пысăкраххине тĕпе хураççĕ. Илемлĕ литературăпа туслашма, ăна юратма вĕрентесси – пысăк та пархатарлă тĕллев. Çак ĕçе вара ача сачĕсенче кăна туса пыни çителĕксĕр. Ăна ытларах ашшĕ-амăшĕсен килте туса пыма тăрăшмалла. Çакăн уссине вара ача шкула кайма пуçласан кашни ашшĕ-амăшĕ туйса илĕ.