13 мая 2009 г.
Кашни шкултах предмет эрнисем иртни пуриншĕн те паллă ĕнтĕ. Унта ачасем хăйсен ăс-тăнне тĕрĕслеççĕ, тавра-курăмне татах та анлăлатаççĕ.
Шулю шкулĕнче те кайăксене халалласа биологи эрни иртрĕ. Ăна биологи учителĕ Альбина Викторовна Макарова ертсе пычĕ. Эрне хушшинче шкулта тĕрлĕрен конкурссем, викторинăсем иртрĕç.
Апрель уйăхĕнче шкулта викторина пулчĕ. Тем тĕрлĕ ăмăртăва та хутшăнчĕç 5-8 класс ачисем: тупмалли юмахсен тупсăмĕсене те тупрĕç, ыйтусем çине те хуравларĕç, кайăксем çинчен юрă юрларĕç тата ытти те. Пур енĕпе те пысăк хастарлăх кăтарса 8-мĕш класăн "Чĕкеç" команди 12 балл пухса пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Иккĕмĕш вырăна вара 7-мĕш классен "Акăш" команди çĕнсе илме тивĕç пулчĕ. Виççĕмĕшсем – 6-мĕш классем. Вĕсен "Кăвакарчăн" команди 8 балл пухса çĕнтерекенсен йышĕнче пулчĕ. 5-мĕш класс хĕрĕсем те кая юлмарĕç, викторинăна хутшăнчĕç.
Тепĕр кунне вара Альбина Викторовна ÿкерчĕксен куравне йĕркелерĕ. Чĕр чунсемпе кайăксем çинчен интереслине нумай каласа пачĕ, тĕрлĕ историпе паллаштарчĕ.
Кашни çул шкулта кайăксене пулăшас енĕпе шкул ачисем сырăшсем, шăнкăрч вĕллисем ăсталаса йывăçсем çине çакаççĕ. Акă, кăçал та шăнкăрч вĕллисене шкул умĕнчи хурăн йывăççисем çине йĕркелесе лартрĕç. Хамăра лайăх вĕт-ха кайăксен хаваслă юррисене итлеме!
Биологи эрни вĕçленчĕ, анчах ачасен кăмăлĕсенче ырă туйăм яланлăхах асра юлчĕ. Эрне вĕçĕнче викторинăна хастар хутшăннă хĕрсемпе каччăсене Хисеп грамотисемпе чысларĕç.