13 мая 2009 г.
Умра – çу кунĕсем, çавна май районти вĕрентÿ пайĕ умĕнче ачасен çуллахи канăвне тĕрĕс йĕркелес ыйту тăрать.
– Çуллахи каникул – ачасемпе çул çитмен çамрăксемшĕн канмалли, сывлăха çирĕплетмелли, çавăн пекех вĕсен пултарулăхĕпе ăс-хакăлне аталантармалли чи лайăх тапхăр, – терĕ вĕрентÿ пайĕн инспекторĕ Мария Глухова. – Вĕренекенсем паян шкулта тулли ĕç кунĕ чухлĕ пулнă май вĕсемшĕн пысăк йывăрлăхсем тухса тăраççĕ. Ку пирĕн ума чи малтанах ачасен сывлăхне лайăхлатас тĕллев кăларса тăратать. Çакна шута илсе районти вĕрентÿ учрежденийĕсен никĕсĕ çинче çулленех кăнтăрла ĕçлекен сывлăх лагерĕсем йĕркелеççĕ.
Ачасен лагерĕсене туса хурас ĕçе хатĕрленмелли тапхăр март, апрель тата май уйăхĕсенче пулать. Çав вăхăтра вĕрентÿ учрежденийĕсем ачасене йышăнма шкул столовăйĕсен апат-çимĕç блокне янтлаççĕ, лагерьти кун йĕркине палăртаççĕ, ĕçлеме кадрсем тупса çитереççĕ. Сывлăха çирĕплетме кăмăл тунă ачасен йышĕ çуллен ÿссе пырать.
– Мария Николаевна, иртнĕ икĕ çул хушшинче каникул кунĕсенче лагерьте канма миçе ачана явăçтарнă;
– Калама пултаратăп. 2008 çулхи виçĕ каникулта шкул çумĕнчи лагерьсене 827 ача çÿренĕ. Ку вăл мĕн пур вĕренекенĕн 42 проценчĕ. Çав шутран 465 ача çуллахи каникулта, 295 – кĕркуннехи каникулта, 67 ача хĕллехи каникулта канса вăй-хал пухнă. 2007 çулта вара 720 вĕренекен лагерьте пулнă е 34 процент.
Раççей Федерацийĕн Чăваш Республикинчи социаллă страховани фончĕ тата ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви ку тĕллевпе укçа-тенкĕ сахал мар уйăрса параççĕ. Иртнĕ çул ачасен канăвне йĕркелеме тата сывлăхне çирĕплетме 490680 тенкĕпе тивĕçтернĕ. Ку укçапа пĕтĕмпех ачасене апат çитерме усă курнă. Кунне пĕр ачашăн 45 тенкĕ тăкакланă. Çавăн пекех лагерьсем валли вырăнти бюджетран 67293 тенкĕ уйăрнă. Унпа шкул столовăйĕсене юсанă, савăт-сапа, çумалли тата дезинфекци тумалли япаласем туяннă. Кунпа пĕрлех канакансене валли вĕри апат хатĕрленĕ чухне усă курнă электроэнергишĕн тÿленĕ.
– Çакна та палăртса хăвармалла пулĕ, Мария Николаевна. Çул çитменнисенчен чылайăшĕ çуллахи кану кунĕсене ĕçпе çыхăнтарма тăрăшать...
– Çапла, çапла... Кун пеккисем вăхăтлăх ĕçе вырнаçасшăн. Ку тĕлĕшпе федераллă бюджетран та çулленех укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Унăн пĕр пайне вĕрентÿ тытăмĕнче – ĕçпе кану лагерĕсене, çул çитменнисен ĕç бригадисене, шкул çумĕнчи участоксенче ĕç вырăнĕсем йĕркелеме яраççĕ. Сăмахран, 2007 çулта районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă тĕрлĕ объектсене çул çитмен 460 граждана вырнаçтарнă. Вĕсене ĕçленĕшĕн 225300 тенкĕ парса пулăшнă. Пĕлтĕр 14-18 çулсенчи çамрăксене ĕçпе тивĕçтерме федераллă бюджетран 154 пин тенкĕ уйăрнă, çул çитмен 261 çамрăка ĕçпе тивĕçтернĕ. Виçĕм çул çак тĕллевпе вырăнти бюджетран 11338 тенкĕ, иртнĕ çул 16915 тенкĕ парса пулăшнă.
Кăçалхи çуллахи тапхăрта вĕрентĕвĕн тăхăр учрежденийĕнче сывлăх лагерĕсем йĕркелеме палăртнă, вĕсенче 470 ача канса вăй пухмалла.
- Ачасен канăвĕпе çыхăннă тĕллевлĕ программа та пур районта. Унăн кĕске содержанийĕпе паллаштармăр-ши;
– Хаваспах. Депутатсен районти Пухăвĕн иртнĕ ларăвĕнче "2009-2011 çулсенче районти ачасемпе çул çитменнисен канăвĕпе сывлăхне çирĕплетессине йĕркелесси" муниципаллă тĕллевлĕ программăна йышăнчĕç. Вăл çакăн пек пайсенчен тăрать: каникулти ачасемпе çул çитменнисен канăвне, сывлăхне çирĕплетесси, ĕçпе тивĕçтермелли çĕнĕ йĕркесене пурнăçа кĕртесси; вĕренекенсене правăпа норма тата йĕркелÿ тĕлĕшĕнчен тивĕçтересси; вĕрентÿ учрежденийĕсенче сывлăха хÿтĕлемелли технологисене çĕнетсе пырасси; апат-çимĕç блокĕсен пурлăхпа техника базине çирĕплетесси; сывлăх учрежденийĕсенчи ачасемпе педагогсен ĕçĕн тухăçлăхне ÿстересси; ачасем валли хăрушсăрлăх условийĕсем туса хурасси.
Сăмах май, республика кашни район территорийĕнчех ачасен талăкĕпе ĕçлекен лагерьне тума палăртать. Пирĕн районта вăл Пантьăкри пуçламăш шкул-ача садĕнче пулать. Ятарлă комисси унăн санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвне тĕрĕсленĕ. Анчах çурт-йĕре тĕпрен юсани кирлĕ. Унăн тăррине йĕркене кĕртмелле. Çывăрмалли, вылямалли пÿлĕмсене, икĕ изолятор, медперсонал валли пÿлĕм, душсем йĕркелемелле. Çавăн пекех сĕтел-пукан, краватьсем, шкапсем, вырăн таврашĕсем туянмалла. Çак ĕçсене пурнăçлама сахалтан та виçĕ миллион тенкĕ кирлĕ.