16 мая 2009 г.
Туктамăшри Ольга Григорьевнапа Николай Степанович Бронюковсем 42 çул пĕр-пĕринпе килĕштерсе туслă пурăнаççĕ. Вĕсем 1967 çулхи январь уйăхĕнче пĕрлешсе кил-йыш чăмăртанă.
Ольга Григорьевна – Трапай хĕрĕ. Вăл Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн тăван ялти колхозра икĕ çул ĕçленĕ. Пултаруллă та пуçаруллăскере 1961 çулта шкулти пионервожатăй пулма йышăннă. Ачасемпе тĕрлĕ мероприятисем ирттерес ĕçе хастар хутшăннă. Япăххисен шутĕнче пулман. Ялти сакăр çул вĕренмелли шкула Атнарти вăтам шкулпа пĕрлештерсен ăна районти халăх контроль комитетне ĕçе илнĕ. Унта вăл техсекретарь ĕçĕсене туса пынă.
– Комитет председателĕнче Владимир Иванович Немешкин тăрăшатчĕ, – аса илет иртнине Ольга Григорьевна. – Халăх контролерĕсем нумай çитменлĕхсене тупса палăртатчĕç. Çав çулсенче пирĕн ĕç пÿлĕмне хуçалăх ертÿçисем шикленсе кĕни халĕ те куç умĕнчех. Немешкин тесенех вăл çирĕп йĕркешĕн кĕрешнипе çыхăнтаратчĕç.
Николай Степанович Саратов облаçĕнчи индустрипе педагогика техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Вăл алла диплом илнĕ хыççăн "Сельхозтехника" пĕрлешĕвĕнче водительте те, инженерта та тăрăшнă. 1977 çултанпа вара Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта производство вĕрентĕвĕн мастерĕнче ĕçленĕ. Хăй ĕмĕрĕнче миçе ачана вĕрентсе тивĕçлĕ пĕлÿ паман-ши; Маларах çамрăк ăрăва шкул партти хушшинчех водитель, тракторист-машинист профессийĕсене парасси анлă сарăлса кайнăччĕ. Николай Степанович çамрăксене ытларах автомашина тытăмне, çул-йĕр правилисене вĕрентнĕ. Сăмах май, уроксенчен пушă вăхăтра вăл РОСТО Канашĕ йĕркеленĕ водительсен курсне çÿрекенсене пĕлÿ паратчĕ.
Ольга Григорьевна калаçма ăста хĕрарăм. Николай Степанович вара сăмах нумай ваклама юратсах каймасть. Вĕсем тăватă хĕр ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ пурте çемьеллĕ, виççĕшĕ аслă пĕлÿ илнĕ. Аслине, Еленăна, хăй вăхăтĕнче çĕршывĕпех аван пĕлнĕ. Вăл хăвăрт утассипе тĕнче класлă спорт мастерĕ. Халĕ Шупашкарта хирург-гинеколог пулса ĕçлет. Надежда Камчаткăра пурăнать, тĕп бухгалтер. Марина Мускавра тымар янă, медицина ĕçченĕ. Алина та çĕршывăн тĕп хулинчех тĕпленнĕ, экономист.
– Çемье телейĕ – ачасенче тесе ахальтен каламан, – хăйĕн шухăшне пĕлтерет Ольга Григорьевна. – Вĕсем пирĕн пата тăтăшах килсе çÿреççĕ. Мăнуксене курсан чун хĕпĕртет, вăй-хал хушăнать.
Николай Степанович июль уйăхĕнче 75 çул тултарать. Шел, вăл хальхи вăхăтра чирпе асапланать. Шалкăм çапиччен ялта ăна çитес çын та пулман тейĕн. Алли ăстаччĕ унăн. Техникăна та аван пĕлет, платник-столяр ĕçне те пултарать. Ольга Григорьевна ытларах пахчара аппаланать. Кашни çулах тухăçлă пахча çимĕç çитĕнтерет. Кил-йыш вăкăр тытать, чăх-чĕп пур.
Чăваш ялĕнче пуян чун-чĕреллĕ çынсем йышлă. Бронюковсене те çавсен шутне кĕртес килет манăн. Вĕсем тăрăшуллă та ĕçчен çынсем, кил-çуртĕнче тирпей-илем хуçаланать, ачи-пăчи çĕршыва юрăхлă пулнă. Пурнăçра çакăнтан хакли мĕн пур-ши?