16 мая 2009 г.
Ăна ООН-ăн Генеральнăй Ассамблейи 1993 çулхи сентябрĕн 20-мĕшĕнче йышăннă резолюципе килĕшÿллĕн ирттерме палăртнă.
Çемье кунне пуçарса яни тĕнчери пĕрлешÿ çемье – обществăн тĕп ячейки пулни пысăк пĕлтерĕшлине тата вăл хальхи çемьесен вырăнĕ пирки канăçсăрланнине çирĕплетсе парать.
Туслă çемье – сывă обществăн çирĕп никĕсĕ, патшалăх тĕрекĕ. Шел пулин те, çак ăнлава юратса çемье çавăрнă чылай мăшăр ăша хывмасть. Çулсем иртсе пынăçемĕн пĕр-пĕрне ăнланма, хисеплеме пăрахаççĕ. Чи япăххи вара – уйрăлаççĕ. Акă, ЗАГС пайĕн кăтартăвĕсене тĕпе хурсан, районта уйрăлни çинчен кăçалхи январĕн пĕрремĕшĕнчен тытăнса майăн 12-мĕшĕччен 11 акт çырнă. Çак тапхăрта вара 27 мăшăр пĕрлешнĕ.
Çемьере ача ÿсни, тĕрекленни, ăс-хакăл енчен аталанни пирки манас марччĕ. Ашшĕ-амăшĕн пепкисемшĕн тивĕçлĕ пурăнма, ывăнми ĕçлеме тата хăйсене шанма, хăйĕн çĕршывне юратма, çынсене пулăшма вĕренмешкĕн тĕслĕх пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакна та асра тытасчĕ: ачасен тулли çемьере ÿсес килет, вĕсене ашшĕ те, амăшĕ те кирлĕ. Тулли çемьере çитĕннĕ ачан малашлăхĕ те телейлĕ. Апла пулсан, мăшăрсем, çемйĕрсене сыхласа хăварма тăрăшăр, кÿренÿсене манса тĕпренчĕксен пуласлăхĕ çинчен шутлăр.
Çемьере яланах килĕшÿ хуçалантăр тесен вара, пĕр-пĕрин хушшинче юратусăр пуçне пĕр пек интерес, тĕллев, ĕмĕтсем те пĕрлех пулмалла. Пĕрлешнĕ-пĕрлешменех мăшăрăн çитменлĕхĕсем йăлăхтарма тытăнчĕç пулсан – ан пăшăрханăр. Вăхăт иртнĕ май çынсен чăтăмлăх туйăмĕ хытать, тÿсĕмлĕхĕ вăранать. Çемье ăшшине упрама тăрăшăр.
Телей те юрату Сире, пурне те! Çемьере яланах килĕшÿ тата тăнăçлăх хуçалантăр