20 мая 2009 г.
Район администрацийĕн чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата пĕтерес, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн ларăвĕ пулса иртнĕ. Унта Хĕрлĕ Чутайри пушар хурал чаçĕн начальникĕ В.Михеев отчет туса панă. Çакна палăртнă: çанталăк шăрăх тăчĕ, çавна май ялсенче вут-кăвар сиксе тухнă тĕслĕхсем палăрчĕç. Инкек ан пултăр тесен пур çĕрте те асăрханулăха ÿстермелле.
Райбольницăн тĕп врачĕ И.Сидоров район территорине А (Н1 N1) грипп вирусĕ килсе кĕресрен тата сарăласран хÿтĕленмелли мерăсем, Чăваш Республикин санитарипе эпидеми комиссийĕн йышăнăвне тата грипа хирĕç кĕрешмелли мероприятисен планне мĕнле пурнăçласа пыни çинчен каласа панă.
Çу кунĕсенче шыва кĕрсе çан-çурăма уçăлтаракан çынсем йышлă. Ачасем те пĕвесенче чăмпăлтатма юратаççĕ. Кăçал шыва кĕмелли тапхăрта халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтермелли мероприятисемпе район администрацийĕн гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен пайĕн начальникĕ В.Романов паллаштарнă.