20 мая 2009 г.
Район администрацийĕнче тăрăшакансем ял тăрăхĕсенче пурăнакансен ÿсĕмĕсемпе тата çитменлĕхĕсемпе интересленсех тăраççĕ. Социаллă йывăр çемьесем уйрăм тимлĕхре.
Профилактика кунĕнче те райадминистраци ĕçченĕсем ушкăнсем çине пайланса ял тăрăхĕсенче пулчĕç. Учета илнĕ ĕçкĕç çемьесенчи лару-тăрупа тĕплĕн паллашрĕç. Унпа пĕрлех урамсенчи тирпейлĕхе тишкерчĕç. Акă, район пуçлăхĕн çумĕ И.Л.Хораськин ертсе пыракан ушкăн Тралькасси ял тăрăхĕнче пулчĕ. Кунти специалистсем, милицин участок уполномоченнăйĕ М.В.Альгешкина Тралькасси ялĕнчи хăш-пĕр çемьесемпе профилактикăлла калаçу ирттермеллине пĕлтерчĕç. Палăртмалла, вĕсем ырă ĕçпе «чапа тухман» паллах: ниçта ĕçлемесĕр çапкаланса çÿреççĕ, эрехпе туслă, килте харкашу çĕклеççĕ. Кил-çурт таврашĕнче тирпей-илем кÿме те вăхăт çукрах вĕсен.
Ушкăн Тралькассинчи А.А.Горшков çемйине çитсе курас терĕ. Кил хуçи мăшăрĕ çине час-часах алă çĕклет иккен. Пусмăра чăтса йăлăхнă хĕрарăм ял тăрăхне пĕлтернĕ. 30 çулхи арçынна мĕн çитмен-ши; Сăлтавĕ – каллех эрех. Усал шĕвек-çке ахăрттарать, вăрçтарать. Шел те, килти «паттăрпа» тĕл пулса калаçма май килмерĕ. Çемье килте пулмарĕ.
Александрпа Тамара Ермеевсен çемйинче те лару-тăру çăмăлах мар. Икĕ ача ÿстереççĕ мăшăрсем, кĕçĕнни – шкул ачи.
Ял тăрăхĕн специалисчĕсем кил хуçисем «çутă пуçлипе» туслă пулнине палăртрĕç. Чăнах та, хальхинче те çамрăк хĕрарăма ÿсĕртерех пуçпа курма тÿр килчĕ. Участковăя тата районтан килнисене курсан вăл калаçасшăнах пулмарĕ, пăрăнчĕ. Лавккаран килекенскер алăри хутаççине çирĕпрех чăмăртаса тытрĕ те килелле вĕçтерчĕ. Ун хыççăн ватă кинемей, вăл та сыпкаланăскер, тăнкăлтатрĕ. Каллех «хăналанма» пухăнаççĕ пулĕ çав.
Ялти тасалăхпа тирпейлĕх çинчен çакна каламалла. Тралькассинче урамсенчи йĕркелĕхшĕн тăрăшакансем пур. Çав хушăрах кирпĕч, хăйăр куписем, унта та кунта пĕренесем, вутăсем йăванса выртни те курăнкалать. Акă, Мазуркин ячĕллĕ урамри А.Макашкин килĕ умĕнче вутă купи чылай. В.Бродюков хуçалăхĕнче те кирпĕч сапаланса выртать. Çемье пуçлăхĕ стройматериала фундамент хывма хатĕрленине пĕлтерчĕ. Участковăй йĕркесĕрлĕхе çак кунсенче пĕтерме хушса акт çырчĕ. Ăна пурнăçламасан штраф парассине пĕлтерчĕ. Çакăн пек тĕслĕх С.Ермеев килĕ умĕнче палăрчĕ. Кунта урам талккишĕпех пĕрене куписем выртаççĕ. Кил хуçи килте пулмарĕ, ăна асăрхаттарса хăвараймарĕç. Ял тăрăхĕн специалисчĕсене кун пек тĕслĕхсемпе çине тăрса ĕçлеме хушса хăварчĕç.
Урамра çурт-йĕр (мунча, сарай, нÿхреп) ларни тата стройматериал выртни пирки çакна каламалла. Кил хуçисен çакăн пек тĕслĕхсемшĕн ял тăрăхне килсе аренда килĕшĕвĕ тумалла. Енчен те алăра çак документ пулмасан вĕсене урамри çĕрпе усă курнăшăн кашни тăваткал метршăн штрафлаççĕ. Тралькассинче кун пек тĕслĕхсем чылай. Çавăнпа çынсен вăхăта сая ямасăр аренда килĕшĕвĕ тумалла е урамра тирпейлесе пуçтармалла. Стройматериалсене кил картишне пухса кĕртмелле.
Çын пурăнакан кил-çурт тавра таса та тирпейлĕ пултăр. Пÿрт умĕсенче чечексем çеç ешерччĕр.