23 мая 2009 г.
Майăн 23-мĕшĕнче шкулсенче юлашки шăнкăрав янăрать. Ку уяв савăнăçлă, çав хушăрах тунсăхлă та. Мĕншĕн тесен темиçе кунранах ĕнтĕ вун пĕрмĕш классен хăйсен пĕлĕвне ППЭ-ре тĕрĕслеме лекет. Экзаменсем пуçланиччен вăхăт ытла та сахал юлчĕ-çке. Майăн 26-мĕшĕнче, ытлари кун, вĕсен пĕрремĕш экзамен.
Кăçал вăтам шкул пĕтерекен çамрăксен обязательнăй йĕркепе икĕ экзамен – вырăс чĕлхи тата математика предмечĕсемпе тытмалла. Ыттисене вара – хăй ирĕкĕпе суйласа илнĕ тăрăх. Аттестаци расписанийĕпе килĕшÿллĕн, майăн 26-мĕшĕнче информатикăпа, биологипе Пĕрлехи патшалăх экзаменĕ пулать, майăн 29-мĕшĕнче – вырăс чĕлхипе, июнĕн 1-мĕшĕнче – географипе, литературăпа, июнĕн 4-мĕшĕнче – математикăпа, июнĕн 8-мĕшĕнче – ют чĕлхесемпе, июнĕн 11-мĕшĕнче – обществознанипе, химипе, июнĕн 15-мĕшĕнче – историпе, физикăпа. Июнĕн 11, 15, 18-19-мĕшĕсем резерв кунĕсем шутланаççĕ. Палăртнă вăхăтра тивĕçлĕ сăлтавсене пула вĕренÿ предмечĕсемпе ППЭ тытайманнисем, çавăн пекех экзаменсем пĕр куна лекнисем пĕринпе шăпах çак резерв кунĕнче хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслĕç. Акă, июнĕн 11-мĕшĕнчи резерв кунĕнче вырăс чĕлхи предмечĕпе ППЭ ирттерме палăртнă, июнĕн 15-мĕшĕнче – математикăпа, июнĕн 18-мĕшĕнче – ют чĕлхесемпе, обществознанипе, биологипе, физикăпа, июнĕн 19-мĕшĕнче – географипе, химипе, литературăпа, историпе, информатикăпа.
Обязательнăй йĕркепе тытакан экзаменсем – вырăс чĕлхи тата математика – Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче пулаççĕ, суйласа илнĕ предметсемпе – Етĕрнери 3-мĕш номерлĕ шкулта тата Çĕмĕрлери 1-мĕш номерлĕ шкулта. Сăмахран, информатика, биологи, географи, литература, хими, обществознани предмечĕсемпе ППЭ Етĕрнере иртет, ют чĕлхесемпе, физикăпа, историпе – Çĕмĕрлере. Резерв кунĕсенче пулакан экзаменсем вара – Шупашкарта.
Районĕпе вун пĕрмĕш класс пĕтерекен çамрăксенчен 30-шĕ физика предмечĕпе ППЭ тытма кăмăл тунă, 28-шĕ – историпе, 7-шĕ – акăлчан чĕлхипе, 28-шĕ – биологипе, 2-шĕ – географипе, 5-шĕ – информатикăпа, 81 – обществознанипе, 9-шĕ – химипе, пĕри – француз чĕлхипе, литературăпа тата нимĕç чĕлхипе экзамен тытакан çук.
Çакна та палăртмалла: вăтам шкул пĕтерекенсенчен виççĕмĕш е ытларах ППЭ тытма кăмăл тăвакансем 119-ăн шутланаççĕ (90,15 процент). Иртнĕ çул 54,6 процент çеç пулнă.
Çамрăксене Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене тытма ăнăçу, çивĕч ăс-тăн сунатăп. Вĕсемшĕн малашлăха çул уçă. Экзаменсен кăтартăвĕсем тăрăх аслă шкулсене кĕме пултарччăр, ĕмĕчĕсем пурнăçлансах пыччăр.