27 мая 2009 г.
Иртнĕ шăмат кун районти шкулсенче юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Уявра шкул пĕтерекен çамрăксене влаç органĕсен представителĕсем, ашшĕ-амăшĕ, учительсем саламланă. Район пуçлăхĕ А.И.Криков Питĕркасси шкулĕнче пулнă, 2008-2009 вĕренÿ çулĕнче иртнĕ шкул ачисен Пĕтĕм Раççей олимпиадин районти тапхăрĕнче палăрнă вĕренекенсене Хисеп грамотипе чысланă. Çак хисепе тивĕçнĕ ачасене асăнмасăр иртме çук:
А.Вазина (10 кл.) истори предмечĕпе иртнĕ олимпиадăра виççĕмĕш вырăн йышăннă, обществознанипе тата чăваш чĕлхипе – иккĕмĕш;
И.Гришанкина (10 кл.) физкультурăпа виççĕмĕш вырăна тухнă;
Эмилия Шарафисламова (9 кл.) вырăс литературипе – виççĕмĕш;
Д.Егоров (9 кл.) технологипе – иккĕмĕш ;
М.Миронов (9 кл.) обществознанипе – иккĕмĕш, правопа – виççĕмĕш;
М.Филиппова (10 кл.) технологипе – виççĕмĕш, чăваш чĕлхипе – иккĕмĕш;
Ф.Железнов (11 кл.) экономикăпа – виççĕмĕш;
Д.Кораков (9 кл.) чăваш чĕлхипе – виççĕмĕш.