АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Преступленисен шучĕ ÿсни шухăшлаттарать

27 мая 2009 г.

Право йĕркине пăхăнманнине хирĕç кĕрешесси, преступленилле ĕçсен çулне пÿлесси, тĕрĕслĕхе тăрă шыв çине кăларасси йывăр та хăрушă ĕç. Милици сотрудникĕсем çак çăмăл мар ĕçре шанăçа тÿрре кăларас тесе вăй-хала шеллемесĕр тăрăшаççĕ.

Район территорийĕнче кăçалхи январь-апрель уйăхĕсенче пурĕ 94 преступление шута илнĕ. Ку пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 27 процент ытларах. Уйрăмах çынна хĕненĕ (12 тĕслĕх), вăрланă (22), хваттерсене çаратнă (4), ют пурлăха хапсăннă (35), улталанă (3), пурлăхпа укçа-тенкĕне ярса илнĕ тата саккуна пăхăнмасăр салатнă (7), обществăлла вырăнта йĕркене пăснă (7) тĕслĕхсем ытларах пулнă.

Вăрă-хурахсемпе кĕрешес тĕллевпе «Шырав» ушкăн ĕçлет. Тăватă уйăхра вĕсем 8 преступление уçса панă.

Çул çитмен çамрăксем те саккуна хирĕçле ĕçсем туни палăрать. Паянхи куна йĕркене пăснăшăн 14 çамрăка профилактика учетне илнĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ çын пурлăхне хапсăннипе, вăрланипе, хĕненипе палăрнă. Çул çитмен пĕр çамрăк хĕр ачана мăшкăлланипе «йĕплĕ пралук» хыçне ăсатăннă.

Шалти ĕçсен пайĕнче тăрăшакансем судпа айăпланнисене уйрăм тимлĕхре тытаççĕ. Мĕншĕн тесен чылай чухне вĕсем йĕркене пăсаççĕ. Кăçал ун пеккисем 19 преступлени тунă.

Январь-апрель уйăхĕсенче районта 1776 хутчен административлă йĕркене пăснине регистрациленĕ. Пĕлтĕрхи кăтарту 1506 пулнă.

Килте эрех туса сутакансем нумайланни шухăшлаттарать. Милици сотрудникĕсем ун пеккисемпе кĕрешеççĕ. Тăватă уйăхра алкоголь продукцине сутнă 10 тĕслĕх тупса палăртнă. Вĕсем пирки çирĕп мерăсем йышăннă.

Потребитель рынокĕнче саккуна пăснă 82 тĕслĕх паллă. Айăплисене административлă майпа 263500 тенкĕлĕх штрафланă.

Район территорийĕнчи çул çинче 3 авари пулнă. Инкекре 4 çын аманнă.

Акă, май уйăхĕнче, паянхи кунччен, районта 11 преступление регистрациленĕ, вăл шутран çынна хĕнесе вĕлернĕ пĕр тĕслĕх пур. Çак хăрушă преступлени майăн 8-мĕшĕнче, 19 сехетре, Хирлÿкассинче пулнă. 1971 çулхи арçын мăшăрне хытах хĕненĕ. Тем вăхăтран çамрăк хĕрарăмăн чĕри тапма чарăннă. Халĕ кил хуçине РФ Уголовнăй Кодексĕн 111 статйин 4-мĕш пайĕпе айăплаççĕ.

Майăн 9-мĕшĕнче Тралькасси ялĕнчи клуб çывăхĕнче çамрăксем çапăçнă. Карăкçырми ялĕнчи тăванĕсем патне килнĕ яш-кĕрĕмсем, хулара пурăнаканскерсем, «çуттипе» хăпартланнăскерсем, Мăн Этмен каччисене тÿпеленĕ. Пĕр çамрăка больницăна лекмеллех суранлатнă. Ку преступлени пирки следстви пырать.

Тетелпе пулă тытма юратакансем пирки уголовнăй ĕçсем пуçарнă. Акă, майăн 12-мĕшĕнче Пантьăк çынни Я. Сăр юханшывĕ çинче саккунсăр пулă тытнăранах милици аллине лекнĕ. Тепĕр кунхине Тралькасси плотини çинче ватă арçын тетел лартнă. Кунта та браконьера алăран ярса илнĕ.

Майăн 13-мĕшĕнче Мăн Этмен çынни М. тăр кăнтăрла ялти лавкка умĕнченех К. гражданинăн çăмăл автомашинине хăваласа тарать – авари тăвать. Юрать, инкекре пĕр çын та вилмен.

Преступлени пулсан çынсем тÿрех милицие шăнкăравлаççĕ. Йĕркелĕх хуралçисем нихăш пĕлтерĕве те ахаль хăвармаççĕ, тÿрех вырăна тухса тĕрĕслеççĕ.

Палăртмалла, Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен пайĕн министерствин 475 номерлĕ хушăвĕпе (2009 çул, апрелĕн 29-мĕшĕ) килĕшÿллĕн, халăх шухăш-кăмăлне пĕлес, унпа тытакан çыхăнăва çирĕплетес тĕллевпе «шанчăк телефонĕ» йĕркеленĕ. Телефон номерĕсем: 30-66-55 (ШĔМĕн дежурнăй чаçĕ), 62-50-30 (ГИБДД управленийĕ), 30-68-03 (экономика преступленийĕсене хирĕç кĕрешекен управлени), 30-61-24 (милици сотрудникĕсен йышĕпе ĕçлекен инспекци).

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика