27 мая 2009 г.
Раççей уголовнăй саккунĕсем преступленисемшĕн тĕрлĕ айăплав çирĕплетеççĕ. Условнăй майпа ирĕк прависĕр хăварни те çирĕп айăплав шутне кĕрет .
Условнăй майпа айăпланнă çынна суд чи малтанах тĕрĕслев вăхăчĕ парать. Çав хушăра айăпланнăскерĕн хăйне тĕрĕс енчен, йăнăша ăнланса илнине кăтартмалла. Условнăй майпа ирĕк прависĕр хăварнисем хăйсене мĕнле тытнине уголовнăй ĕçсене пурнăçлакан вырăнти инспекци тĕрĕслесе тăрать.
Преступнике условнăй йĕркепе ирĕк прависĕр хăварсан, суд ун çине çакăн пек йĕркесем çирĕплетет: уголовнăй ĕçсене пурнăçлакан инспекцие пĕлтермесĕр пурăнмалли вырăна е вĕренÿ заведенине улăштармалла мар, обществăлла вырăнта ÿсĕр çÿремелле мар, алкогольпе е урăх чирпе аптăрасан сиплев курсĕ тумалла, çемье пулсан, уншăн тăрăшмалла.
Кирек мĕнле айăплава та çын хăй йăнăшне ăнланса илтĕр, саккуна хирĕçле ĕç урăх ан тутăр тесе çирĕплетеççĕ. Йĕркене пăсакана саккун тăрăх явап тыттармалла.
Хăшĕ-пĕрисем условнăй майпа ирĕк прависĕр хăварни çăмăлрах айăплав тесе лăпланаççĕ, хăйсене ирĕкрех тыткалаççĕ: эрех-сăрапа иртĕхеççĕ, çемьере харкашу çĕклеççĕ, йĕркелĕхе пăсаççĕ. Паллах, кун пеккисем пирки татах та çирĕпрех мерăсем йышăнаççĕ. Вĕсене тĕрĕслев тапхăрĕнче преступленилле ĕçсем тунăшăн е тĕрĕслеврен пытанса пурăннăшăн ирĕк прависĕр хăвараççĕ. 2008 çултан пуçласа паянхи кунччен хăйсене йĕркеллĕ тытманшăн уголовнăй ĕçсене пурнăçлакан инспекцире учетра тăракан 151 çынран 11-шне условнăй йĕркепе айăпланине пăрахăçласа «йĕплĕ пралук» хыçне ăсатнă.
Енчен те судпа айăпланнисем хăйсене лайăх енчен кăтартсан, ун пеккисене тĕрĕслев срокĕ тухичченех айăплавран хăтараççĕ.