27 мая 2009 г.
Çул-йĕр çинче машинăсем тата ытти техника пĕр вĕçĕмсĕр иртеççĕ. Вĕсем хушшинче йĕркене пăсакансем, водитель прависĕр "вăрттăн" çÿрекенсем те пур. ГИБДД ĕçченĕсем çул çинчи лару-тăрăва сăнаса тăраççĕ, йĕркене пăсакансене тытса чараççĕ.
Юлашки тăватă уйăхра район территорийĕнчи çул çинче виçĕ авари пулнă. Инкекре тăватă çын аманнă. Пĕтĕмĕшле вара çул-йĕр правилисене пăснă 1445 тĕслĕхе регистрациленĕ (пĕлтĕр 1012 пулнă). Вăл шутран 41 водитель руль умне ÿсĕр ларнă, хăвăртлăх режимне 457 çын пăснă, 87 çуран çÿрекен çул-йĕр правилисене пăснă. Палăртмалла, кăçал çуран çÿрекенсем йĕркене пăхăнманни сисĕнет. Вĕсем тротуар пур çĕртех автоçулпа утаççĕ, çул урлă кирлĕ мар çĕртен каçса çÿреççĕ.
Тăватă уйăхра çул-йĕр правилисене пăснăшăн тĕрлĕ должноçсенче тăрăшакан 12 çынна административлă явап тыттарнă. Маларах водитель прависĕр хăварнă хыççăн та çул çине тухнăшăн 13 çынна вăхăтлăх арестленĕ.
Май уйăхĕ пырать. Çак хушăра çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕ 137 протокол çырнă. Вăл шутран 14 водитель руль умне ÿсĕр ларни паллă, 5-шне çул-йĕр правилисене сĕмсĕррĕн пăснăшăн вăхăтлăх арестленĕ. Акă, майăн 24-мĕшĕнче Ачкасси ялĕнчи шоссе çинче, çав ял водителĕ, ÿсĕрле руль умне ларнăскер, кювета чăмнă. Аварире водитель аманнă.
Çул çÿрев саккунĕсем çирĕпленсех пыраççĕ, анчах водительсем çав-çавах саккуна пăсаççĕ. Çул-йĕр вара тимсĕрлĕхе каçармасть.