27 мая 2009 г.
Чăнах та, мĕнле майпа çĕнтермелле-ха наркомание; Ку – пурте пĕрле, пĕр-пĕрне ăнланса тата пулăшса тумалли ĕç: çынсен кăмăл çирĕплĕхĕ, патшалăх органĕсен тухăçлăхĕ, çул çитмен çамрăксене наркомание хирĕçле воспитани пани кирлĕ. Наркомание пĕтересси – икĕ комплекспа пулса пымалли ĕç.
Пĕрремĕшĕ – обществăна пур енлĕн сыватма тăрăшни, социаллă-экономикăллă тата культурăпа ăс-тăн потенциалĕсене аталантарни. Наркомани çулне пÿлесси патшалăх енчен тивĕçлĕ мерăсем йышăннипе те çыхăннă. Çак сиенлĕ йăлана вăйлă та сывă общество çеç пĕтерме пултарать.
Патшалăхăн та çамрăксем çине тимлĕх ытларах уйăрмалла. Унăн ачасен тата çамрăксен организацийĕсене тивĕçлĕ пулăшу пама тăрăшмалла е, пĕр сăмахпа каласан, ку тĕлĕшпе пĕр пĕтĕмĕшле тытăм пулмалла: вĕренме май пурри, интереслĕ те лайăх укçаллă ĕç, çурт-йĕр çавăрма çăмăллăхлă кредит пани тата ытти те. Çамрăксене патриотизмла воспитани парассине вăйлатни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Наркоманирен сыхланас тата унпа кĕрешес тĕлĕшпе патшалăх енчен ятарлă мерăсем йышăнни те кирлех. Çакна тума чи малтанах каварлашса преступлени тăвакан ушкăнсене хирĕç кĕрешÿ пуçарса ямалла. Мĕншĕн тесен шăпах вĕсем наркомание сарса çак юхăма çул çитмен çамрăксене явăçтаракансем пулса тăраççĕ те ĕнтĕ. Наркологи учрежденийĕсене те вăхăтра пулăшу памалла: больницăра ку чухнехи оборудовани кирлĕ, укçа-тенкĕ те çителĕклĕ таран уйăрса памалла – унсăрăн инкеке хирĕç кĕрешнин тухăçлăхĕ çÿллĕ шайра пулас çук.
Наркотиксемпе усă курнăшăн тата эрех-сăра ĕçнĕшĕн яваплăха ÿстерессишĕн саккунсене вăйлатни те ырă витĕм кÿнĕ пулĕччĕ. Наркомансемпе ĕçкĕпе иртĕхекенсене, айăп тыттарнисĕр пуçне, ирĕксĕрлесех сыватмалла, килĕшменнисене вăхăтлăха обществăран уйăрни те кирлех пулĕ тетĕп.
Паян пурин те пĕр тĕллев пулмалла, вăл – çĕршыва майĕпен вилсе пĕтесрен çăлса, ачасемпе çамрăксене наркоманирен упраса хăварасси.