30 мая 2009 г.
Майăн 22-мĕшĕнче районти тĕп стадионра çитĕнекен ăрăва çар вăййисемпе паллаштарас, çамрăксене патриотизмла воспитани парас тĕллевпе «Зарница» тата «Орленок» вăййисем иртрĕç.
Кăçалхи спортпа çар вăййисене пур шкул та активлă хутшăнчĕ. Тĕрлĕ енлĕн ăмăртса çамрăк армеецсем çар енĕпе ăс-тăн çивĕчлĕхне тĕрĕслерĕç, çаврăнăçулăх кăтартрĕç, яваплăха хăнăхрĕç, сывлăха çирĕплетрĕç. Çак вăйăсенче вăй виçме вĕсене ОБЖ, физкультура учителĕсем хатĕрленĕ.
«Вĕренÿре çăмăл, çапăçура йывăр», – теççĕ. Стройпа утасси, тĕрлĕ команда пурнăçласси йывăр мар пек туйăнать. Анчах стройра пĕри йăнăшсан – ыттисен ĕçĕ те япăх курăнать. Кунта взвод командирĕ ушкăна ертсе пыма пĕлнинчен те нумай килет. Ку тупăшура Хĕрлĕ Чутай шкулĕн «Зарница» тата «Орленок» командисем пысăк ăсталăх кăтартрĕç.
Автомат сÿтсе пуçтарасси, граната ывăтасси, винтовкăран тĕл пересси, противогаз тăхăнса тĕрлĕ чăрмавсем витĕр тухасси, вĕренрен тĕрлĕ тĕвĕсем тăвасси çамрăксемшĕн уйрăмах интереслĕ. Мĕн чухлĕ ăс-тăн, вăй-хал кирлĕ пулчĕ армеецсене. «Пĕри – пуриншĕн, пурте – пĕриншĕн» девиза пăхăнса вĕсем йывăрлăхсене парăнтарчĕç, конкурссене вĕçне çити пурнăçларĕç. Ячĕшĕн çеç хутшăнакансем те пулчĕç темелле. Мĕншĕн тесен хăш-пĕр шкулсен командисем вĕренрен тĕвĕ çыхма, «качака» урлă сикме, автомат сÿтсе пуçтарма, противогаз тăхăнма хăнăхман. Уйрăмах ачасем автомат тытăмне пĕлменни сисĕнчĕ. Çакă учительсем çамрăксене çар вăййисене хăнăхтарассине кирлĕ пек туса пыманнипе, ку енĕпе инвентарь çуккипе çыхăннă пулĕ. Çапах та çамрăксене шкул вăхăтĕнчех çарпа спорт вăййисене хăнăхтармалла. Вĕсенчен çирĕп вăй-халлă салтаксем пулмалла-çке.
«Зарница» тата «Орленок» вăййисем пĕтсен командăсем строя тăчĕç. Кашниех ăмăртусен пĕтĕмлетĕвĕсене пĕлесшĕн пулчĕ. Акă, «Зарница» ушкăнран пур тупăшура та палăрса пĕрремĕш вырăна Хĕрлĕ Чутай шкулĕн команди (ертÿçи Э.Романов) çĕнсе илчĕ, иккĕмĕш – Çĕн Атикасси шкулĕ (В.Мельников), виççĕмĕш – Штанаш (И.Сатлайкин).
«Орленока» хутшăннă командăсенчен пултарулăхпа Хĕрлĕ Чутай шкулĕн вĕренекенĕсем палăрчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене мăнэтменсемпе çĕнатикассисем пайларĕç.
Çарпа спорт вăййисен çĕнтерÿçисем республикăри ăмăртусенче район чысне хÿтĕлĕç.