03 июня 2009 г.
Тунти кун Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци ведомствисен территори органĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.
Маларах пĕлтернĕччĕ: май уйăхĕн 26-мĕшĕнче РФ Президенчĕ Дмитрий Медведев Раççей Правительствин ячĕпе кăларнă хушăва алă пуснă. Унта «Атăл юхан шывĕ çинчи Шупашкар ГЭСĕн строительствин» проект документацийĕн шыв управĕн шайне йĕркеллĕ 68 метрлă паллă таран çĕклемелли пайне хатĕрлессине вĕçлемелли мерăсем йышăнмалли» çинчен каланă. Хушăва пурнăçлассишĕн яваплисене РФ Правительствин Председательне Владимир Путина, Чăваш Ен, Чулхула облаçĕн тата Мари Эл Республикин ертÿçисене Николай Федорова, Валерий Шанцева, Леонид Маркелова палăртнă.
«Ку – эпир тĕрлĕ сăлтава пула вун-вун çул упраннă, ытларах чух субъективлă пулнă нумай фактора сирес енĕпе чылай çул тата çине тăрса ĕçленин кăтартăвĕ. Курăмлă кăтарту, вăл 50 млрд. тенкĕлĕх пысăк проект пурнăçланасса шанма май парать. Çак инвестицисем 13 пин ĕç вырăнĕ йĕркелеме пулăшĕç. Ку ĕçе 1 пин ытла единица трактор тата ытти техника, 100 ытла карап хутшăнĕ, тимĕр-бетон конструкци нумай кирлĕ пулĕ, çак республикăн машиностроени комплексĕпе стройиндустрийĕшĕн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Социаллă пурнăçпа, экономикăпа çыхăннă усăсăр пуçне проект экологи, карапсен çÿревĕн тата энергетика ыйтăвĕсене татса парĕ, туса кăларакан электроэнерги калăпăшне сахалтан та 60 процент пысăклатма пулăшĕ. Пурне те çÿллĕ шайра, çине тăрса ĕçлеме тивесси пирки асăрхаттаратăп», – тенĕ Н.Федоров.
Канашлура чылай ытти ыйтăва тишкернĕ. Тĕслĕхрен, хăш-пĕр предприяти хуçисем управленипе тÿлев тытăмĕсене республика тулашне илсе тухнине палăртнă. Производство Чăваш Ен территорийĕнчех юлать, хăш-пĕр налук вара çĕнĕ регистраци вырăнĕнчи ытти регион бюджетне каять. Çакă Чăваш Республикин экономикине сиенлет. Президент палăртнă тăрăх, енсене явăçтарса канашлусем ирттермелле, Чăваш Ен интересĕсене хÿтĕлес тĕллевпе асăннă ыйтусене пĕр тăхтамасăр татса памалла.