АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тайма пуç, учителĕм

03 июня 2009 г.

Пирĕнтен кашни хăйне вĕрентнĕ учителе ăшă та ырă туйăмпа аса илет. Мĕншĕн тесен учитель-çке пире пĕлÿ тĕнчине кĕме пулăшать, кĕнекене юратма вĕрентет, ăслă сĕнÿсем парать, çĕршыва юрăхлă çын çитĕнтерет. Акă, Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнакан вĕрентÿ ĕçĕн ветеранĕ – Виталий Андреевич Стекольщиков пирки те унăн вĕренекенĕсем ырăпа аса илеççĕ. Уйрăмах Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕн 1982 çулхи выпускникĕсем класс ертÿçине манмаççĕ.

Çак кунсенче вĕсен чи юратнă вĕрентекенĕ 80 çул тултарчĕ. Выпускниксем педагог-ветерана сумлă юбилей ячĕпе саламлама пуçтарăнчĕç. Хăйсене тата çĕршер ачана тĕрĕс воспитани парса пурнăçăн анлă çулĕпе çирĕп утма, Тăван çĕршыва юратма, атте-аннене хисеплеме вĕрентнĕшĕн, пĕлÿ тĕнчипе утма пулăшнăшăн тав турĕç. Учитель-ветеран вĕренекенĕсем çапла сума сунишĕн, хисеплесе килнишĕн, чылай çул иртсен те хăйне манманнишĕн чунтанах хĕпĕртерĕ. Кашнинпе калаçса кун-çулĕпе интересленчĕ. Унтах выпускниксем шкул çулĕсене аса илчĕç, В.А. Стекольщиков ирттернĕ уроксенчи чи хаваслă, интереслĕ самантсем тавра калаçрĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика