03 июня 2009 г.
Патшалăх Думи апрелĕн 15-мĕшĕнче "Раççей Федерацийĕнче ачасен прависен тĕп гарантийĕсем çинчен" федераллă саккуна улшăнусем кĕртнĕ. Улшăнусемпе килĕшÿллĕн, çул çитмен çамрăксен каçхи 10 сехетпе ирхи 6 сехетчен обществăлла вырăнсенче, стадионта, скверсенче... пĕччен пулма юрамасть. Обществăлла вырăнта мероприяти иртсен, çул çитмен ачапа пĕрле ашшĕ-амăшĕн пулмалла. Кĕскен каласан, ачасен 22 сехет хыççăн урамра çÿремелле мар. Енчен те 18 çул тултарман çамрăка каçхи вăхăтра çÿренине курсан, ашшĕ-амăшне административлă майпа явап тыттараççĕ. Ачасен сывлăхне, вĕсен психикăпа ăс-тăн, кăмăл-сипет аталанăвне сиен кÿрессинчен сыхлас тĕллевпе йышăннă мерăсем район территорийĕнче вăя кĕнĕ ĕнтĕ.