03 июня 2009 г.
Район прокуратури А.В.Николаева РФ УК 111-мĕш статйин тăваттăмĕш пайĕпе çыхăннă уголовнăй ĕçпе патшалăх айăплавне ырланă.
Чăваш Республикинчи РФ прокуратури çумĕнчи следстви комитечĕн районсем хушшинчи Етĕрнери уйрăмĕ Туктамăш ялĕнче пурăнакан А.В.Николаев пирки айăплав тăратнă. Николаев 2008 çулхи июнĕн пиллĕкмĕшĕнче çур çĕр иртни икĕ сехет тĕлнелле, райпон 1-мĕш номерлĕ гастрономне кĕмелли вырăн çывăхĕнче тăраканскер, хулиганла хĕтĕртÿпе пĕр сăлтавсăр малтан палламан А.М.Мидакова кĕлеткен тĕрлĕ пайĕнчен алли-урипе çапнă, тапнă. Çав шутра пуçран та çапса пĕтернĕ, Мидаковăн сывлăхне пысăк сиен кÿнĕ. Сурансене пула Мидаков 2008 çулхи июнĕн саккăрмĕшĕнче вилнĕ.
Ку уголовнăй ĕçпе суд пăхса тухни (разбирательство) çур çул майлă тăсăлнă. Район сучĕн 2009 çулхи мартăн 20-мĕшĕнчи приговорĕпе А.В.Николаев РФ УК 111-мĕш статйин тăваттăмĕш пайĕпе айăплă тесе йышăннă: çичĕ çуллăх ирĕксĕр хăварса айăплава юсанса тÿрленмелли çирĕп режимлă колонире ирттерме палăртнă. Инкек тÿсекен майлă пурлăхпа мораль сиенне шыраса илнĕ.
ЧР Аслă судăн кăçалхи майăн 12-мĕшĕнчи кассациллĕ йышăнăвĕпе ку приговора пĕр улăштармасăрах хăварнă.