06 июня 2009 г.
Паянхи кун çут çанталăка сиен кÿрекенсемпе кĕрешесси чи çивĕч ыйтусенчен пĕри шутланать. Мĕншĕн тесен браконьер Раççей Федерацийĕн биологи ресурсĕсене пысăк сăтăр кÿрет.
Нумай пулмасть районти 1-мĕш номерлĕ суд участокĕнче РФ Уголовнăй Кодексĕн 256 статйин 1-мĕш пайĕн «в» пункчĕпе айăпланакан В.-н уголовнăй ĕçне пăхса тухнă. Ялта пурăнакан арçын, тетелпе пулă тытма юрамалли ирĕке илмесĕр, ăна кирлĕ органсем параççĕ, 100 метр тăршĕллĕ, 1,5 метр сарлакăшлĕ тата 30 х 30 миллиметрлă тетел куçĕсемлĕ хатĕрпе район территорийĕнчи пĕр плотинăра пулă тытнă. Çуркунне, пулăсем вăлча сапнă вăхăтра пулă тытма юраманнине пăхмасăр, вăл 18 карас, 1 рак тата 11 уланкă тытса саккуна хирĕçле ĕç тунă. Çавна май В. Раççей Федерацийĕн биологи ресурсне 535 тенкĕлĕх сăтăр кÿнĕ – РФ Уголовнăй Кодексĕн 256 статйин 1-мĕш пайĕн «в» пунктне пăснă. Асăннă статьяпа килĕшÿллĕн сăтăрçăна 100 пин тенкĕрен пуçласа 300 пин тенкĕ таран штрафлама пултараççĕ.
Анчах В. хăй айăпне йышăннине, ĕçре, ялта лайăх енĕпе палăрнине, малтан судпа айăпланманнине шута илсе, суд çăмăлрах айăплав йышăннă – РФ Уголовнăй Кодексĕн 64 статйи тăрăх 5000 тенкĕлĕх штрафланă.
Суд залĕнче Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствинчи пресс-службăн съемка ушкăнĕ те пулнă. Вĕсем судра мĕн пулса иртнине ÿкерсе илнĕ. Ăна июнĕн 8-мĕшĕнче 19 сехет те 20 минутра 5 Ç ТНТ каналпа «Зона риска» передачăра кăтартĕç.